Çĕрпỹре "Çулталăк çемйи-2024" республика конкурсĕ иртнĕ. Унта муниципалитет шайĕнчи тупăшура çĕнтернисене чысланă.
Кашни çемье мĕнпе те пулин палăрса тăрать. Пĕрисен спортри пултарулăхĕ пысăк. Теприсен юрă-ташă ăсталăхĕ пур. Виççĕмĕшĕсем пахча çимĕç çитĕнтерессипе кăтартуллă. Волонтерсен акцийĕсене хутшăнакансене те палăртмалла тата ытти те.
Патăрьел муниципалитет округĕн чысне Кĕçĕн Чементи Николайпа Зинаида Васильевсен çемйи хỹтĕленĕ. Мăшăр 3 ача çитĕнтерет. Вĕсем ĕçри харсăрлăхĕпе, тăван кĕтесне чунтан юратнипе палăраççĕ.
Николай Федорович фермер хуçалăхне ертсе пырать. Зинаида Васильевна вара Аслă Чементи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет.
Васильевсем спортпа туслă. Унран та хаклăраххи вара ачисене воспитани парассине ĕçпе çыхăнтарса, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратупа шанăçа пĕрлештерсе, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне çирĕп пăхăнса туса пыраççĕ.
Вĕсем территори пайĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ.
Альбина ИВАНОВА
Январь 2025 |