Пурнăçа пурăнса ирттересси хир урлă каçасси çеç мар, тенĕ ваттисем. Кĕçĕн Патăрьелĕнче 50 çул каялла тăван ялта тĕпленсе çемье çавăрнă Елизавета Ивановнăпа Леонид Васильевич Илюткинсен те çур ĕмĕрхи мăшăр пурнăçра темĕнле лару-тăру та, йывăрлăх та пулнă. Çапах та вĕсем ăна яланах пĕрлехи вăйпа парăнтарнă. Ун пек чухне пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, каçарма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Паян хисеплĕ ĕç ветеранĕсем ачисемпе, мăнукĕсемпе, çывăх тăванĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те ĕçчен те тăрăшуллă çемьере çитĕннĕ. Елизавета Ивановнăсем улттăн, Леонид Васильевичсем виççĕн пĕр тăван ỹснĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Лиза Çĕнĕ Шупашкарта сутуçăна, ачаранах техника енне чун туртнă Леня Канашра тракториста вĕренсе тухнă. Çамрăк специалистсем тỹрех ĕçе пикеннĕ. Хĕр ача Çĕнĕ Шупашкарта магазинта сутуçăра хăйĕн ĕç стажне пуçланă, каччă Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятире тăрăшма пикеннĕ.
Çемье çавăрнă хыççăн çамрăксен пурнăçа урăхларах йĕркелеме тивнĕ. Вĕсем уйрăлса тухса хăтлă çурт-йĕр çĕкленĕ. Елизавета Ивановна хуларан яла килсен малтан ДРСУра, автовокзалта кассирта, каярахпа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çул-йĕре пăхса тăракан организацинче склад заведующинче тăрăшнă.
Леонид Иванович та мĕн ватăличченех тỹрĕ чунпа хăйĕн ĕçне пурнăçланă. Тракторист Патăрьелĕнчи сельхозхиминче 23 çул, ДРСУра 22 çул "хурçă утпа" çỹренĕ. Раççей шайĕнче хисеплĕ ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ механизатор пĕр хутчен мар социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи, пилĕкçуллăх ударникĕ те пулнă. Район, республика шайĕнчи Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем те сахал мар. Вĕсем пурте специалист хăйĕн тивĕçне кăмăлтан пурнăçланине çирĕплетсе параççĕ.
Илюткинсем хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Александр Леонидович нумай çул ĕнтĕ "Исток" çĕр ĕç фирмине ăнăçлă ертсе пырать. Вăл ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнать, производство кăтартăвĕсем те республикăра чи лайăххисенчен пĕри. Альбина Леонидовна маларах банк системинче чылай çул ĕçлерĕ, хальхи вăхăтра суту-илỹ сферинче тăрăшать.
Альбина ЕГОРОВА
Январь 2025 |