Вăрçă ачисен хастарлăхĕ ан манăçтăр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:41 Просмотров: 441

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем (1941-1945) хыçа юлса пыраççĕ. Пирĕн мăнуксем унăн ветеранĕсене пачах та пĕлмеççĕ. 1930-1940 çулсенче çуралнисем - çĕнтерĕвĕн чĕрĕ свидетелĕсем. Вăрçă ачисене хисеплесе муниципалитет округĕнче палăк лартма йышăннă. Унăн никĕсне хунă та ĕнтĕ. Çак сăваплă та пархатарлă ĕçре муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановăн тỹпи пысăк.

Историе çырăнса юлнă страницăсене вулама интереслĕ те. Паянхи çитĕнекен ăрăвăн аслă çулхисен чĕрĕ калаçăвне итлеме те тăрăшмалла. Çĕнтерỹ нихăçан та çăмăлпа килмен. Неонацистсене çапса аркатасси те çавах. Пĕрлĕхре пулни çеç тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ. Çамрăксене алла хĕç-пăшал тытма тỹр килни пăшăрхантарать. Раççей халăхне никам та çĕнтереймĕ. Паттăрсен харсăрлăхĕпе савăнмалăх пур.

Василий ПЕТРОВ, муниципалитетри "Вăрçă ачисем" обществăлла юхăм председателĕ

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика