Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:42 Просмотров: 388

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас, вĕсене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарас ĕçре Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсенче пурăнакансем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Иртнĕ çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа вĕсем маскировка тетелĕсене çыхаççĕ. Вăл вăхăтра территори пайĕн начальникĕ пулнă С.Капитоновпа пуçарнă çак ĕçе.

Малтан Тури Чакă культура çуртĕнче, каярах Аслă Чементи вăтам шкулта ĕçлерĕç хастарсем. Хальхи вăхăтра вĕсем эрнере 5 хутчен территори пайĕн администраци çуртне пуçтарăнаççĕ. Кунсерен 20 çынран кая мар. Килти ĕçсене, ĕçлеме сивĕрех пулнине пăхмасăр вăй хураççĕ хĕрарăмсем кунта. И.Никитин тата Б.Бахмисов хатĕрленĕ пусма касмалли станок та пур. Стена çинче - "Çĕнтерỹшĕн" фотостенд. Унта ушкăнăн Хисеп хучĕсене, хаçатсенче пичетленĕ статьясене вырнаçтарнă.

Паянхи куна Аслăчеменсемпе Туричакăсем 320 тетел çыхса хатĕрленĕ. Унсăр пуçне хастарсем окопра усă курмалли çуртасем тăваççĕ. Маларах ăна 450 хатĕрлесе ăсатнă пулсан, çак кунсенче тата 175 турĕç.

 Сетка валли материал, окоп çурти валли парафин илме ял халăхĕ, ун тулашĕнче пурăнакан ентешсем укçа парса пулăшаççĕ. Шнурĕпе Н.Пузайкин предприниматель тивĕçтерет. Д.Сюзюкин, А.Кошелев, И.Никитин транспортпа пулăшаççĕ. Хăшĕ-пĕри пусмине килĕсенче касса килни те сетка çыхас ĕçе хăвăртлатма май парать. Ĕçре В.Медведев, М.Шатунова, Л.Башмакова, М.Вахмистрова, Ю.Хомуткина, Е.Бахмисова, Е.Парусова, Л.Матюшкина, Л.Яганова, С.Ефремова хастар.

Хатĕр сеткăсене вырăна çитерме "Батыревский доброволец", "Фонд добрых дел" ушкăнсен хастарĕсенчен, тăван тăрăха кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ салтаксенчен пулăшу ыйтаççĕ. Нумаях пулмасть В.Латышов ентеш-офицертан 5 сетка парса ячĕç. Владимир Валентинович хăй те ятарлă çар операцинче нацистсемпе çапăçать. Пулăшăва илсен салтаксем тав туса видеосем ярса параççĕ. Вĕсене ял ушкăнĕнче курма пулать.

Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем те çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассинчен айккине юлмаççĕ. Сетка çыхма явăçаççĕ, хавхалантарса çырусем çыраççĕ, открытка, управ (оберег) хатĕрлеççĕ. Шкулти ĕçченпе пĕрле вĕсем "Паттăра - ăшă" акцие хутшăнса чăлхасем, калпаксем çыхрĕç, пылак çимĕçсем пуçтарчĕç. Çакă, паллах, тăван килтен инçетре çăмăл мар ĕçе пурнăçлакан ентешсемшĕн савăнăç ĕнтĕ.

"Малалла та пулăшасчĕ вĕсене. Хальхи вăхăтра пирĕн нихçанхинчен те тăрăшуллă, пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн ĕçлемелле",- теççĕ Аслă Чемен территори пайĕнче пурăнакансем.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика