Ваттисен çуртĕнче вĕçленнĕ ĕмĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:45 Просмотров: 459

 "Ватлăх пăхнăшăн куçран, эс тăванăм ан кулян.." - тесе чăваш артисчĕ юрланине радиопа илтсен Ирина Николаевнăн куçĕнчен хăй сисмесĕрех куççулĕ шăпăртатса юхрĕ. Ватлăх... Вăл та камăн мĕнле иртет иккен. Çамрăк, юн вĕренĕ чухне ун пирки пĕрре те шухăшлас килмест, анчах çулсем ирнĕçем ватлăх ват тути те калама пултарнине ĕненетĕн. Радиоран илтĕнекен юрă малалла янăранă май хĕрарăм аса илỹсен авăрне путрĕ.

Ирина Николаевна аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тивĕçлĕ канăва кайичченех, кайран та чылай çул шкулта алгебрăпа геометри урокĕсене ертсе пычĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, темăсене кашни вĕренекен патне çитерме тăрăшнăран ăна хисеплетчĕç, юрататчĕç. Пĕлỹ çуртне каякан сукмака такăрлатма пăрахсан та ун патне çамрăк ăру экзаменсене лайăхрах хатĕрленес тĕллевпе килне çỹрерĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ çемье çавăрнăран мăшăрĕпе иккĕшĕ çеç пурăнатчĕç те, çавăнпа икĕ пỹлĕмлĕ хваттерте занятисем ирттерме вырăн çитетчĕ. Пушăрах вăхăтра упăшкипе уçăлма тухатчĕç, çуртĕнчен инçех мар паркра çуркунне кайăксем юрланине итлесе, хĕлле вара шурă юр çунине сăнаса ларма юрататчĕç. Ун чухнехи пурнăçĕ халь тĕлĕкри пек çеç туйăнать.

Инкек систермесĕр килет. Ирина Николаевнăн мăшăрĕ юн пусăмĕ ỹснипе нушаланатчĕ, пĕр кунхине вăл хăпарса кайрĕ. Васкавлă пулăшупа больницăна илсе кайсан та ура çине тăраймарĕ. Шăпах тĕнче вăраннă, кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ, йывăçсем папка кăларнă вăхăтра, Мăнкун эрнинче куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ.

Пĕччен пурнăç пĕрре те çăмăл мар иккен. Малтанласа ывăлĕпе хĕрĕ, мăнукĕсем килкелерĕç, анчах вĕсен те вăхăчĕ хĕсĕкрех. Майĕпен кăштăртатса пурăнатчĕ-ха, анчах ăна нуши кĕтсех тăнă иккен. Хĕлле çывăхри лавккана çăкăрпа турăх илме тухсан шуса ỹкрĕ те урине пĕç тĕпĕнченех хуçрĕ. Больницăра чылай сипленме тиврĕ, апла пулсан та хăй тĕллĕн утаймарĕ.

Амăшĕ сусăрланнă хыççăн ачисем умĕнче ыйту тухса тăчĕ - больницăран илсе тухсан ăçта хумалла? Хваттерĕнче пĕччен пурăнаймасть, ăна пăхакан кирлĕ. Ывăлĕ хăйĕн патне илсе кайма хатĕр, анчах мăшăрĕ шарт! та март! хирĕçлет. Çуртне шăршлантарас килмест, тет. Хĕрĕ хваттерĕ пĕчĕкки, ниçта та вырттарма çук пирки илсе каяймасть-мĕн. Çапла хĕрарăм никама та кирлĕ мар пулса тăчĕ. Пĕр анне 8 ачана пăхаять, 8 ача пĕр амăшне пăхаймасть тесе тĕрĕсех калаççĕ çав. Шухăшланă, калаçнă хыççăн Ирина Николаевнăна çывăхри ваттисен çуртне ăсатма шут тытрĕç. Малтанласа вăхăтлăха кăна терĕç.

- Анне, утма пикенсенех сана кунтан илсе каятпăр. Хăвах куратăн, пирĕн сана пăхма вăхăт çук. Кредит та тỹлемелле, сан хваттерне те юсамалла, - терĕç ывăлĕпе хĕрĕ амăшĕнчен уйрăлнă чухне. Час-час килсе çỹреме шантарса хăварчĕç.

Куççульне пытарса, чунне хытарса тăрса юлчĕ амăшĕ хăй çут тĕнче парнеленĕ тĕпренчĕкĕсенчен. Килне каяс ĕмĕтпе хăвăртрах утма вĕренес тесе тăрăшрĕ. Ваттисен çуртĕнче ĕçлекенсем, медсестрасем пулăшнипе пĕрремĕш утăмсем турĕ. Кашни пусăм йывăрпа пулчĕ, анчах шăлне çыртрĕ те чăтрĕ. Çур çултан ятарлă утмаллипе хăй тĕллĕн, кайран патак çине таянса çỹрерĕ. Пĕр вĕçĕм килне илсе каясса кĕтрĕ.

 Ваттисен çуртĕнче те Ирина Николаевнăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Апатне те тутлă пĕçерсе çитереççĕ, анчах темле лайăх пулсан та чунĕ лăпланмарĕ. Чăмăрла пĕçернĕ çĕр улмипе турăхран тутлăраххи нимĕн те çук пек туйăнатчĕ. Хĕрне каланă хыççăн вăл илсе килсе çитерчĕ пĕр хутчен, тепре ыйтма хăю çитереймерĕ. Çывăрайман каçсем те нумайланчĕç. Килĕнче пулсан телевизор ярса курма, кăштах тухкаласа кĕме, паллакансемпе, юлташсемпе пухăнса чей ĕçме те пулатчĕ, кунта вара пурте режимпа. Чунĕ пăчăртанса ыратнипе каçхине мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши? Юнашар çывăракан кинемейсем ан вăранччăр тесе минтерпе питне хупласа йĕретчĕ, кашкăр пек улас килсен те сассăр ĕсĕклетчĕ.

Вăхăт майĕпен шурĕ те шурĕ, ачисем çеç Ирина Николаевна патне сайрарах килсе çỹреме пуçларĕç. Хĕрарăм вĕсен вăхăчĕ сахаллине лайăх ăнланать. Хĕрĕн ывăлĕ 11 класран вĕренсе тухать, экзаменсем тытмалла, вĕренме каймалла... Ывăлĕн те шухăш çук мар: иртнинче килсен хĕрĕ качча кайма хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Çапла çав, хамăрăн ачасем пулсан атте-анне кая юлать. Амăшĕн чĕри вара чун панă тĕпренчĕкĕсене куç пекех кĕтрĕ, паян пулмасан ыран килессе, хăйне ваттисен çуртĕнчен илсе каясса, тăван кĕтесре кăштах та пулин пуласса шанчĕ...

Ирина Николаевнăна каçхи апата пымаллине пĕлтерсе медсестра темиçе хутчен те чĕнчĕ, анчах сас паракан пулмарĕ. Кресло çинче тĕлĕрнĕ пек ларакан хĕрарăмăн чĕри малалла тапма вăй çитереймен, куçĕнчен юхса аннă сывлăм пек таса куççульсем çеç пичĕ çинче йăлтăртатрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика