Çĕнĕ çул асамлăхĕ кашни çыннăн кăмăлне уçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 11:52 Просмотров: 258

КĂÇАЛХИ декабрь уйăхĕ хальлĕхе кăпăшка юрпа савăнтарсах каймарĕ пулин те чунсенче Çĕнĕ çул умĕнхи ырă кăмăл-туйăм вăраннă. Хăйĕн асамлăхĕпе, йăлтăр-ялтăр çутипе, кĕтмен парнепе, савăнăç-телейпе тыткăна илекен çутă уява шкулсемпе ача сачĕсенче хатĕрленни сисĕнет. Вĕсем кантăксене тĕрлĕрен ỹкерчĕкпе, юр пĕрчипе тата ыттипе те пĕринчен тепри маçтăр ăсталаса пыраççĕ. Каçсерен асамлă çутăсем "куç хĕсмелле" вылянине сăнама та кăмăллă. Çапах та хальлĕхе организаци-предприяти, суту-илу çурчĕсем çинче, вĕсен умĕсенче Çĕнĕ çула хавхаланса кĕтсе илни туйăнмасть-ха. Вăхăчĕ вăл çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Ун пек чухне "ĕлкĕретпĕр-ха" тесе лăпланни хамăра-хамăр улталани çеç.

Çавăнпа та уяв умĕнхи кăмăла çĕклес, халăха савăнăçпа ырă кăмăл парнелес тесен Патăрьелĕнче пурăнакансен çеç мар, ытти ялсенче те кашни çемьен савăнăçа пайлама тăрăшмалла.

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика