Кадет класĕнче вĕренекенсем паттăрсенчен тĕслĕх илеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 11:53 Просмотров: 256

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти кадетсен 3б класĕнче вĕренекен хастарсем Валентина Аппакова класс ертỹçи ертсе пынипе тăтăшах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе, тĕрлĕ çар службинче пулнă ветерансемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ. Аслă пиччĕшĕсемпе ăш пиллĕ калаçусем ирттерни ачасене вĕренỹре те, спортра та тата ытларах çитĕнỹ тума çеç хавхалантарать. Акă, Паттăрсен кунĕнче те вĕсем Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче "Возьми себе в пример героя" патриот сехечĕ ирттернĕ, М. Харитонов, А. Быков, пограничник-ветерансемпе, А. Румянцев, А. Плешков, П. Еливанов волонтерсемпе тĕл пулса паянхи паттăрсен ырă та пархатарлă ĕçĕсем пирки уçăлса калаçнă.

Сăмах май каласан, çак класс хастарĕсемпе ашшĕ- амăшĕ çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçре те тăтăшах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсем фронта çитерекен ăшă çырусем, хăйсен аллипе ăсталанă "управçă-теттесем" пирĕн салтаксене частарах çĕнтерỹпе киле таврăнма çеç пулăшчăр.

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика