Сĕт хакĕ калаçтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 11:55 Просмотров: 263

Ялта пурăнакансене, уйрăмах ĕне-выльăх тытакансене сĕт хакĕ яланах кăсăклантарать. Унăн пĕр литрĕ лавккари газ хушнă шывран та йỹнĕреххи чăнах та пăшăрхантарать. "Ĕнене мăйракишĕн çеç усратпăр", - тесе калакансем те пур. Ара, пысăк выльăха тытма та çăмăл мар. Çу каçипе канăç мĕнне манса хĕле валли апат хатĕрлемелле. Халĕ тата çанталăк ăшăтсан кĕтĕве кăларма та çĕр сахалланса пырать, çавна май нумайăшĕ çулталăк тăршшĕпех килтех усраççĕ. Çакă сĕтĕн хăй хаклăхне тата пысăклатать.

Хĕле кĕнĕ май паха шĕвекĕн хакĕ кăштах ỹсрĕ. Хальхи вăхăтра пĕр литрне уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем 26-27 тенкĕпе сутаççĕ. Республикăри вăтам хакпа пĕр пекех. Иртнĕ çул çак вăхăтра ăна 20-21 тенкĕпе çеç туяннă. Фермер хуçалăхĕсенчен продукцие 29-31 тенкĕпе илеççĕ. Пысăк ял хуçалăх предприятийĕсенчен тата хаклăрахпа - 40 тенке те çитет.

Хакĕ тĕрлĕрен пулни мĕнпе çыхăннă-ха? Чи малтанах пахалăхĕнчен. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри сĕте шывпа хутăштарни паян никамшăн та çĕнĕлĕх мар. "Пултаруллисем" тата ытти япалапа та пăтраштараççĕ иккен. Продукцие туянакансем тата Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнче ĕçлекенсем çакăн пек тĕслĕхе пĕрре мар тĕл пулнă. Шăпах тĕрĕслеме тухсассăн тулли витресене каялла илсе кĕрсе каякансем те тупăннă. Антибиотикпе укол тусан та каламаннисем пур, çавна май пухнă сĕт йăлтах юрăхсăра тухать.

Сĕт сутакансем кăна мар, ăна туянакансем те "çылăхсăр" мар. Хушăран пичкене хупламасăрах ял тăрăх çỹреççĕ. Кун пек чухне тусан кĕресси, таса мар лекесси те куç умĕнче. Шывпа "авлантаракансем" пур тенине те пĕрре мар илтнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт хакĕ пысăкки унăн пахалăхĕ лайăххипе, тасалăхĕпе çыхăннă. Паха шĕвек ятарлă пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. Кирлĕ температурăна çитерсе сивĕтни те пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех 400 пуç ĕнерен кая мар тытакан хуçалăхсем кунне 10-15 тонна ăсатаççĕ. Вĕсен çу хисепĕ те 3,9-4,4 процентпа танлашать.

Ял çынни çĕр çинче туса илнĕ продукцие укçана çавăрас тесе выльăх усрать. Канмалли, уяв кунне пĕлмесĕр ĕçленине кура тупăшне те курас килет. Сĕт хакĕ çанталăк сивĕтнĕ май тата ỹсес шанчăк та пур, тем пекех аванччĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика