Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи йĕркене пăсасран профилактика ыйтăвĕпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне территори пайĕн пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Унта право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе çыхăнма пултаракан тĕрлĕрен ыйтăва сỹтсе яврĕç.
Пысăк преступлени пĕчĕк пăтăрмахран, хулиганла хăтлануран, пушă вăхăта усăллă, кирлĕ пек йĕркелеменрен сиксе тухма пултарать. Халăха вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ Марсель Сафиянов хăйĕн докладĕнче муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче çул çитмен граждансене (14 - 18 çулсенчисем) вĕренỹрен ирĕклĕ вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕ. Ку тĕлĕшпе Сăкăтри, Хирти Пикшикри, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ. Ытларах ачасене шкул таврашне хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ĕçе явăçтараççĕ.
Вĕрентỹ учрежденийĕсенче ачасем тарăн пĕлỹ çеç мар, тивĕçлĕ воспитани те илеççĕ, ыррипе усаллине уйăрма хăнăхса ỹсеççĕ. Хальхи вăхăтра шкулта вĕренекен кашни ача право йĕркине пăхăнса ỹстĕр тесен мĕн тумалла, мĕнлерех мелпе вĕсене тĕрĕс çул çине тăратмалла? Вĕсен канăвне усăллă ирттермелли мероприятисем, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелли мелсем тата ытти ыйту тавра тĕплĕн калаçрĕ вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Анисимов.
Ларура РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕ Александр Сопрунов подполковник ачасем урамра, ытти обществăлла вырăнсенче преступлени ан туччăр тесен профилактика субъекчĕсен пĕрлехи ĕçне мĕнле йĕркелемелли пирки, çавăн пекех профилактика субъекчĕсен мошенниксем контактсăр мелпе тăвакан преступленисене, банк карттисем çинчен укçа-тенкĕне тĕрлĕ мелпе вăрлакансене чарма пулăшас, ку тĕлĕшпе территори пайĕсенче вырăнти халăхпа тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине çивĕчлетрĕ.
Телефон ултавçисем пирки паян уйрăмах пурте илтмелле "чан" çапма, вĕсем пирки уйрăммăн чарăнса тăма сăлтавĕ пысăк. Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак мелпе тунă 51 преступление шута илнĕ. Тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем тата ыттисем те мошенниксене 70 миллион тенкĕ укçа куçарса панă! Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан преступленисен шучĕ 30 процент ỹснĕ.
- Хальхи вăхăтра телефон мошенникĕсенчен уйрăмах асăрханасси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакăн пирки эпир муниципалитет округĕнчи кашни çын патне информаци çитерсен çеç унăн результатне курма пултаратпăр. Ку тĕлĕшпе ял çыннисем валли листовкăсем, брошюрăсем хатĕрлени, территори пайĕсенче тăтăшах тĕл пулусем йĕркелесе телефон ултавçисенчен асăрханмалли мелсемпе паллаштарни çеç ырă улшăну тума пулăшĕ. Çакна территори пайĕсен пуçлăхĕсен пулăшăвĕпе, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле туса пымалла,-çивĕчлетрĕ ыйтăва комисси председателĕ Рудольф Селиванов.
Право йĕркине пăхăнас тĕлĕшпе тимлекен комисси 2024 çулта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Вĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн право тата кадр ĕçĕсен пай начальникĕ Наталия Каргина паллаштарчĕ, комиссин 2025 çулта профилактика субъекчĕсемпе пĕрле пурнăçламалли тĕллевсене те палăртрĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Январь 2025 |