Пасар укçана юратать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 12:01 Просмотров: 291

Патăрьел пасарне килекенсем тум-тир туяннисĕр пуçне апат-çимĕçпе те хутаçĕсене тултараççĕ. Кунта вара темĕн те пур...

Пулă юратакансемшĕн ассортимент питĕ пысăк. Шăнтнă скумбрин пĕр килограмĕ 350-550 тенкĕ тăрать. Тăварланине 600 тенкĕпе сĕнеççĕ, тĕтĕмленин вара хакĕ пĕчĕкех мар - 850-950 тенкĕ. Шăнтнă пуçсăр пикшăна 450 тенкĕпе параççĕ. Селедкăпа килька хальхи вăхăтра 300 тенкĕпе сутаççĕ.

Услам çу хакĕ юлашки вăхăтра самаях ỹсрĕ. Унăн пĕр килограмĕ пахалăхне тата ăçта хатĕрленине кура 550-1000 тенкĕпе танлашать. Сырсем те йỹнĕ мар - 550-850 тенкĕ.

Организма витаминсенчен пуянлатмалли çимĕç те тĕрлĕрен. Хурмана 170-180, пан улми 90 тенкĕрен пуçласа, Çĕнĕ çул сĕтелĕ çине лартакан мандарина 150 тенкĕпе туянма пулать.

Апат хатĕрленĕ çĕрте куллен кирлĕ таварсен хакĕсемпе те кăсăклантăмăр. Кĕрпесенчен пăрçа (3 килограмли) - 200-250 тенкĕ, манна (2,5 кг) - 250, рис (3кг) - 400, хура тулă (3 кг) - 300, сĕлĕ (2,5 кг) 250 тенкĕ. Шупашкар çăнăхĕн 10 килограмĕ 320 тенкĕ тăрать. Сахăр песукĕ çулла 3500 тенкĕччĕ, хĕле хирĕç йỹнелнĕ иккен. 50 килограмм таяканнине 3000 тенкĕпе сутаççĕ. Тăварăн пĕр килограмĕ 15 тенке çитнĕ. Çавăн пекех пĕр килограмм рожкишĕн те 50 тенкĕ кăларса хума тивет.

Çуллахи вăхăтра хур-кăвакалпа, чăх-чĕппе кĕрлесе тăнă пасарăн пайĕнче шăв-шав çукпа пĕрех. Хушăран çеç пăру сасси илтĕнет. Пĕр уйăхрисене илес тесен 22-25 пин тенкĕ хатĕрлемелле.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика