Волонтер кунĕнче муниципалитет округĕнчи культурăпа кану центрĕнче "Чи лайăх волонтер отрячĕ-2024" конкурс иртнĕ. Унта вĕрентỹ учрежденийĕсенчи 14 отряд хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартнă.
Малтанхи тапхăрта командăсем портфолио тăратнă. Унта кăçалхи ĕç-хĕле çутатнă. Сцена çинче вара хăйсен пултарулăхне "Волонтер пуласси - кăтартуллă" темăпа презентациленĕ. Командăпа ĕçлеме пултарнине, çынсене пулăшма хатĕррине, тĕнчене ырăлăхпа илеме кĕртме пĕлнине çирĕплетнĕ. Маçтăрлăхне театрализацилесе вăйă евĕрлĕ кăтартнă. Жюри пысăк пĕлỹлĕхе, артист ăсталăхне, сцена çинче тытма пĕлнине, темăна уçса панине, тавçăрулăха шута илнĕ. "Чи лайăх волонтер отрячĕ-2024" ята Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн "Надежда" команди тивĕçнĕ (ỹкерчĕкре). Первомайскинчи вăтам шкулти "Доброволец", Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти "Добротворцы", Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти "Импульс", Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти "Добрята", Турханти вăтам шкулти волонтер-медиксен "Давайте вместе" отрячĕ, Туçари вăтам шкулти "Твори добро" - призерсем.
"Волонтер отрячĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатакан портфолио" номинациреТурханти вăтам шкулти волонтер-медиксен "Давайте вместе" отрячĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн "Надежда", Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн "Твори добро", Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Импульс", Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти "Доброе сердце", Первомайскинчи вăтам шкулти "Доброволец" отрядсем - призерсем.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн грамотисемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Февраль 2025 |