Ачасене хушма пĕлỹ парассине анлăлатас тĕллевпе республикăра инновациллĕ педагогика практики конкурс иртнĕ. Унта 80 ытла вĕрентекен явăçса ĕç тăратнă. Тупăшу муниципалитет шайĕнче икĕ тапхăрпа пулнă. Финалти конкурса вара 35 педагога суйласа илнĕ. Вĕсенчен 4 ĕçне - ушкăнпа пурнăçлани.
Жюринче республикăри вĕрентỹ институчĕн, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти ăсталăх керменĕпе центрĕн специалисчĕсем, иртнĕ çулхи конкурс çĕнтерỹçи пулнă.
Конкурса тăратнă ĕçсенче ачасен хушма пĕлĕвне 2030 çулчченхи тапхăрта аталантарма май паракан çул-йĕре палăртма ыйтнă.
Патăрьел муниципалитет округĕнчи ачасене хушма пĕлỹ паракан ăсталăх çурчĕн педагогĕ Надежда Кошелева конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Надежда Васильевна "Овация" театр ушкăнĕн малашлăх аталанăвне çутатнă пулнă.
Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсене республикăри хушма пĕлỹ паракан ытти учрежденисенче анлăн сарма сĕннĕ.
(Хамăр корр)
Авангард
Февраль 2025 |