Ачасене халалланă пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 12:05 Просмотров: 281

Ача сачĕн воспитателĕн хăйĕн профессине пĕтĕм чун-чĕререн юратмалла. Çитĕнекен ăрăва вĕçĕ-хĕррисĕр ăшшăн, ăнлануллăн пăхмалла. Шăпах çак енсене тĕпе хума тăрăшать те Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Галина Иванова.

Галина Ильинична хăй пурнăçĕн ытларах пайне юратнă ĕçе халалланă. Паянхи куна унăн педагогикăри ĕç стажĕ 40 çултан та иртет.

Кун хыççăн кун вăл хăйĕн пĕчĕк воспитанникĕсене ăшшăн кĕтсе илет. Лешсем те туяççĕ çакна. Вĕсем ун патнелле туртăнаççĕ, хăйсем çинчен каласа парас тесе аллисене тăсаççĕ, çепĕççĕн ыталаççĕ. Унăн ăшă куçĕсем вара кирек епле лара-тăра пĕлмен юнтармăш ачана та "парăнтараççĕ". Вăл чи кăткăс лару-тăрура та вĕсем патне пымалли майсене тупать, йăпатать, мухтать, тимлĕн итлет, ыйтăвĕсене хуравлать тата ытти те. Пĕчĕкскерсем ăна хăйсен иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ.

Педагогăн тепĕр ырă енне палăртасах килет: пĕрре пăхсах вăл ачан чи лайăх енĕсене сăнама пĕлет, пĕчĕкскере хăйне те çакна ĕненме пулăшать. Куллен ĕçре темĕн чухлĕ вăй-хал тата тăрăшулăх хывнă май воспитанникĕсене ырă та ăшă кăмăллă, йĕркеллĕ çынсем пулса çитĕнме вĕрентет. Ачасемшĕн тĕслĕхлĕ вăл, тирпейлĕ, тимлĕ те сăпайлă. Çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ ăна хăйсен ачисене кăмăлтан шанса параççĕ.

Халиччен миçе выпуск кăларнине шутласа та пĕтереймĕн. Ун çинчен кашнийĕшĕ ăшă кăмăлпа аса илет.

Галина Ильинична ăста педагог çеç мар, тăрăшуллă та юратакан амăшĕ те. Виçĕ ача çитĕнтернĕ вăл. Мăнукĕсене ỹстерме пулăшать.

Хĕрарăм пурнăçĕнче ĕçченлĕх, хăйĕн профессине чунтан парăнни тата çемьене юратни тĕлĕнмелле майпа пĕрлешсе тăрать. Ырă кăмăллăх, тăрăшулăх паянхи кунчченех ĕçтешĕсене хавхалантарать. Вăл кирек хăш конкурса хутшăнмалла пулсан та пуçарулăхпа палăрать. Ыттисене кирлĕ сĕнỹсем парать. Сцена çинче те пултаруллă. Муниципалитет округĕнчи воспитательсен професси уявне паллă тунă чухне пĕрле ĕçлекенсемпе Раççей çинчен хывнă юрра чăвашла, вырăсла, тутарла чуна витермелле шăрантарчĕç. Çавна пула вăл коллективра хисеплĕ те. Унран вĕренмелли нумай. Камшăн вăл ырă та шанчăклă юлташ, камшăн анне, камшăн тĕслĕхлĕ ĕçтеш. Унпа кирек хăш ыйтăва та кирлĕ пек татса пама пулать

. Ачасен ашшĕ-амăшĕ хисеплеç- çĕ ăна. Маларах çак ушкăна çỹренисем çулсем иртсен те кăмăлтан аса илеççĕ. Хальхинче вăл кĕçĕннисемпе ĕçлет. Вĕсем патĕнче таса та тирпейлĕ.

Ăста пулнăран пластилинран хатĕрлемелли, хутран касса кăлармалли кỹлепесене, ỹкерчĕксене вырăнлă майлаштарса тăрать. Утренниксенче, уявсенче вара тĕрлĕ юмахри сăнарсене "вылять".

Мăнкăмăллăх çук ĕçтешĕмĕрте. Çавăнпа хисеп те çĕнсе илнĕ вăл.

Марина МИХАЙЛОВА, Анна ЧЕРНОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика