Ан сур çăла, куç шăрçи пек упра ăна

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 12:06 Просмотров: 281

 Çут çанталăкпа этем пĕр-пĕринпе çыхăнса, пĕр-пĕрне пăхăнса тăраççĕ. Пирĕн паянхи пурнăç, ыранхи сывлăх ытларах çут çанталăкран, унăн пурлăхĕнчен, пулăмĕнчен килет, мĕншĕн тесен таса сывлăшсăр, куç пек тăрă шывсăр, ỹсентăрансăр... пурăнаймастпăр. Çав вăхăтрах йĕри-тавралăх мĕнле шайра пулассишĕн никам та мар, хамăр яваплă: эпир ăна пĕрлехи ĕçпе усă кỹме те, вăй пама та, çав вăхăтрах сиенлеме, унăн ĕмĕрне кĕскетме, пулас ăру валли çут çанталăк пуянлăхне "амантса" хăварма та пултаратпăр.

- Паян çут çанталăкпа килĕшỹре пурăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Хамăр пурăнакан тавралăха ушкăнпа, пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа тирпейлесе тăмалла. Çут çанталăкăн нимĕнле пуянлăхĕ те ĕмĕрлĕх мар. Çавăнпа та хăрнă йывăçсем вырăнне çĕнĕ хунавсем лартмалла, çĕнĕ вăрман лаптăкĕсене чĕртмелле, авалхи çăлкуçсене тасатса унăн территорине хăтлăх кỹмелле тата ытти те. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме кашни çын хутшăнсан çеç эпир унăн ырлăхĕпе туллин усă курайăпăр, - çак шухăшсене çивĕчлетрĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ишлĕ ял хĕрринче июнь уйăхĕнче иртнĕ "Раççей çăл куçĕсем - Чăваш Ен çăл куçĕсем" республикăри экологи фестивалĕнче. Мероприятие Чăваш Енри Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалланăран ун чухне те сцена çине тухса калаçакан кашни çын Турă пире парнеленĕ илемлĕх, пурлăх, пуянлăх ан çухалтăр текен шухăша палăртрĕç.

Экологи çулталăкĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те ырă йĕрсĕр иртмерĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчех Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес, çут çанталăк пурлăхне упрас тата перекетлес тĕллевпе территори пайĕсенче пĕрлехи вăйпа, хастарлăхпа пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Вĕсенчен пĕри - çăлкуçсене, юхан шывсене, кỹлĕсене тасатасси, хăтлăх кĕртесси, вĕсене тимлĕх уйăрса пăхса тăрасси.

Сăмах май каласан, пирĕн муниципалитет округĕнче Пăлана юхса кĕрекен 18 пĕчĕк юхан шыв, ялсенче 31 çăлкуç. Хамăрăн несĕлĕмĕрсенчен юлнă ял таврашĕнчи шыв управĕсене пулас ăру валли упраса хăварас, вĕсене çĕнетес, çав вăхăтрах кашни юхан шывпа çăлкуçшăн яваплă хуçине тупас тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ "Патăрьел муниципалитет округĕнчи чи хăтлă çăлкуç" конкурс та йĕркелерĕ. Кун пек мероприяти республика шайĕнче те иртрĕ.

Çакна палăртма кăмăллă. Округри 19 территори пайĕнчен çак ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннисенчен пĕри Шăхач тăрăхĕнчи (пай начальникĕ Лилия Кутузова) Кĕçĕн Чемен ялĕ пулчĕ. Тамара Махоркина староста хастарлăхĕпе вĕсем кăçал юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех вăрман çумĕнчи лапамра тапса тăракан çăл таврашне (пĕлтĕр кунта пăрăх янăччĕ) тасатма, тирпейлеме субботника кар тухрĕç. Темиçе кун та тăрмашрĕç вĕсем çак территоринче. Ун патне анмалли çула тирпейлерĕç, картлашкисене ăсталарĕç, йывăçран эрешлесех картасем тытса çаврăнчĕç, çăл тапакан вырăна, территорие хăтлăлатрĕç, ырă йăла-йĕркепе ăна чиркỹ настоятелĕпе, ял-йышпа пĕрле тасатса сăвапларĕç. Тăрна куçĕ пек таса шывшăн, пĕрлехи ырă ĕçшĕн паян Кĕçĕн Чеменсем савăнса пĕтереймеççĕ. Тăрăшни харама каймарĕ, конкурс итогĕпе вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Экологи çулталăкĕнче Первомайски территори пайĕнче те (ун чухне Анатолий Сорокин территори пайĕн начальникĕ пулнă) пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Каллех халăх кар тăнипе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе. Сител кỹлли таврашĕнчи лапамра ĕлĕк-ава- лах тапакан çăл куç никĕсĕнче йĕри-таврах вырăна хăтлăлатрĕç. Кунтах часовня туса лартрĕç, шыва кĕрсе тасалмалли вырăн турĕç, илемлĕ валак, канса ларма саксем вырнаçтарчĕç, çынсене кĕрсе тухмалли çула тирпейлерĕç тата ытти те. Унччен кунтан иртен-çỹрен çак вырăна никам та асăрхаман, паян вара вăл çул хĕрринченех илемлĕн курăнса ларать. Унта анса тăрна куçĕ пек тăрă шыва тутансан вăй та хушăнать, кăмăл та урăхланать...

Пĕр икĕ çул каялла Алманчăсем те (территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов) халăх вăйĕпе яла пырса кĕнĕ çĕре часовня туса лартрĕç. Вĕсен те кунта Кăшарнинче çеç мар, ытти чухне те сăвапланă çăл шывĕпе тасалма, канса ларма, шăнкăрти çăл юххине итлеме, илемпе киленме мĕн пур услови çителĕклĕ.

Муниципалитет округĕнче хамăр пурăнакан тавралăха, обществăлла вырăнсене илем кỹрес, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем татах та пур. Акă, Ишлĕ территори пайĕнчи (начальникĕ Марина Кабаева) Шетмĕ кỹллине кăçал пуçару бюджечĕн программипе тасатса тарăнлатрĕç. Çакна та ырламалла. Ял халăхĕ çывăхри шыв управне типме паман, пĕр шухăшлă пулса ăна республика программипе хăтлăлатрĕç.

 Пирĕн хушăмăрта тавралăха илем кỹрес, çăлкуçсене "чун" кĕртес тесе тăрăшакан уйрăм хастарсем пулнине те палăртса хăвармалла. Туçари Владимир Александрович Остряков шăпах çут çанталăк тусĕсенчен пĕри. Вăл хăйĕн урамĕнче экологи субботникĕсем те йĕркелет, йывăçсем те лартать, кану вырăнĕсем те йĕркелет... Çакăн пек пуçаруçăсем кашни ялтах пулсан пире çут çанталăк тата ытларах хăйĕн илемĕпе, пуянлăхĕпе савăнтарĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика