Спортра туптаннă ят-сум - ĕмĕрлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 12:08 Просмотров: 282

Юхмапа Пăла тăрăхĕ хальхи вăхăтра çеç мар, вуншар çул каялла та спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса республика, Раççей, тĕнче шайĕнче те палăрнă. Нумай пулмасть çеç Патăрьел муниципалитет округĕнче спорт шкулне йĕркелесе яни 50 çул çитнине халалланă мероприятире вĕсене кашнинех ятран асăнчĕç.

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнă хастарсенчен пĕри - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн наци кĕрешĕвĕпе спорт мастерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе нумай хутчен Патăрьел районĕнчи "Акатуй-Сабантуй" паттăрĕ ята çĕнсе илнĕ хисеплĕ спорт ветеранĕ, Пикшик территори пайĕнче ултă яла пĕрлештерсе тăракан "Герой" колхоз çумĕнчи физкультура коллективне вунă çул ытла ăнăçлă ертсе пынă Абдулла Минзарифович Камалетдинов. Ăста тренер, вĕрентекен ĕç кĕнекине çырăннă 47 çулта 1648 физкультурникпа спортсмена хатĕрлесе кăларнă! Вĕсем хушшинче спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсем те йышлăн. Паян пурте хăйсен çитĕнĕвĕпе савăнтараççĕ.

- Кавир çине тухакан кашни ача манăн асрах. Вĕсем хушшинче чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те кĕрешнĕ. Манăн тĕп тĕллев спортпа физкультура урлă ачасене пĕр-пĕринпе çывăхлатасси, туслаштарасси, ырăпа усала уйăрма хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси пулнă. Темшĕн унчченсенче çамрăксем ялпа ял хушшинче çапăçатчĕç, хирĕçетчĕç. Ырă мар йăлана чăнах та пĕрлехи вăйпа пĕтертĕмĕр. Эпĕ ертсе пыракан физкультура коллективĕ (хальхи пек каласан спорт шкулĕн филиалĕ темелле ĕнтĕ) питĕ пысăкчĕ. Физкультура учителĕсем, тренерсем пулăшнипе пĕрлехи вăйпа тăтăшах кашни ялта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ, акатуй-сабантуй (40 ытла та пулнă) ирттернĕ. Пирĕн колхозра лаша спорчĕ, ирĕклĕ майпа, тутарла- пушкăртла кĕрешесси, йывăр тата çăмăл атлетика уйрăмах вăйлă аталаннăччĕ,- аса илчĕ хăйĕн çамрăкрах чухнехи ĕçне спорт ветеранĕ.

Абдулла абый хăй те ачаллах спортпа туслашнă. Аслă класра чăн малтанах йывăр атлетика енне туртăннă. 100-105 килограмлă штангăна çăмăллăнах йăтнă. Салтакран таврăннă хыççăн 110-115 килограмлă йывăрăша та парăнтарнă. Сăмах май каласан, Совет çарĕнче службăра пулнă чухне те вăл çар командованийĕн хушăвне тỹрĕ чунпа пурнăçланăшăн, спортри хастарлăхшăн командиртан сакăр хутчен Тав хутне илме, чи лайăх салтак пулса дивизи ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттерме те тивĕçнĕ.

Гимнастеркине хывсан малтанах каччă "Герой" колхозра водитель пулса ĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1970 çулта пултаруллă, спортпа туслă çамрăка пысăк хуçалăхри спорт отрасльне аталантарма шанса параççĕ, физкультура коллективĕн председательне суйлаççĕ. Вунă çул тăрăшать вăл яваплă ĕçре. Çак тапхăрта асăннă хуçалăхра чăннипех те физкультурăпа спорт вăйлă аталанать, çамрăксем республика шайĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ, Совет Союзĕн шайĕнче те палăраççĕ.

Абдулла Камалетдинов ертсе пыракан физкультура коллективĕ спорта тата физкультурăна аталантарас ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн 1972, 1973 çулсенче Пĕтĕм Раççейри ăмăртура малти вырăна тухса пĕрремĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Çав тапхăрта республика шайĕнче "Герой" хуçалăхри физкультурăпа спорт клубне çитекенни пулман. Вĕсем кашни çулах малти вырăнсене йышăннă.

1974 çулта ăна ДСО "Урожай" область совечĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спорт шкулĕн тренерĕ пулма çирĕплетнĕ. Тренер-преподаватель (Хусанти физкультура учителĕсем хатĕрлекен институтра аслă пĕлỹ илнĕ) çакăн хыççăн тата пысăк яваплăхпа хăйĕн ĕçне пурнăçлать, ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма явăçтарать. 1983 çулта "Герой" колхозри профком çумĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес тата çăмăл атлетика енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулне хута янă. Абдулла Минзарифовича каллех спорт шкулĕн директорĕ пулма шаннă. Спортсменсемпе физкультурăна кăмăллакансене пĕрлештерсе тăракан коллектив республикăри ял шкулĕсенчи вĕрентỹпе тренировка ĕçне мĕнле йĕркеленине хак паракан смотр-конкурсра çĕнтернĕ. 1986 çулта çуллахи каникул вăхăтĕнче спортпа ĕç лагерĕнчи вахтăра та Пикшик тăрăхĕнчи ДЮСШ малти вырăна тухнă. Çакă, паллах, ертỹçĕн те, тренерсемпе физкультура учителĕсен те пĕрлехи ĕçĕн результачĕ, çав вăхăтрах спорт каçалăкĕнче тунă çитĕнỹсен мăнаçлăхĕ те.

Спорт ветеранĕн çемье архивĕ пуян. Унта Абдулла Минзарифович кĕрешес енĕпе тĕрлĕ шайри ăмăртăва хутшăнса çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисем, парнесем упранаççĕ. Вăл 43 çулччен аслă çулхисем хушшинче помост çине тухса кĕрешнĕ. Каярахпа та 50 çул тултаричченех ветерансен йышĕпе ăмăртса чылай чухне пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçнĕ.

 Тăватă ача ашшĕ ывăлĕсене те çамрăкранах спортпа туслаштарнă. Вăл вĕсемшĕн атте çеç мар, пĕрремĕш тренер, учитель те. Арсланпа Зуфар иккĕшĕ те спорт мастерĕн кандидачĕсем, паянхи кун йĕрке хуралĕн системинче тăрăшаççĕ. Чечня вăрçинче пуç хунă Фирдус та спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă. Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ паттăр салтак ячĕпе çулсеренех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем республика турнирне пуçтарăнаççĕ. Лилия хĕрĕ те ашшĕ çулĕпех кайнă, педагог.

- Çулсем шултăраланаççĕ пулин те паянхи кун та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркелекен спорт мероприятийĕсене, турнирсене хутшăнса çамрăк спортсменсен çитĕнĕвĕпе хавхаланатăп. Патăрьел муниципалитет округĕнче çитĕнекен ăрăва, çамрăксене, аслă çулхисене те сывлăхне çирĕплетме, тренировкăсем ирттерме хăтлă спорт залсем, лапамсем, стадионсем çителĕклĕ. Вĕсем çĕнелсе пыни те хавхалантарать. Пирĕн Пикшик территори пайĕнчи Кĕçĕн Арапуç вăрманĕнче хисеплĕ ентешĕмĕре, йĕлтĕрпе чупса Чăваш Республикинче нумай хутчен чемпион пулнă, спорт мастерĕн кандидатне Виталий Маркиданова асра тытса çутăпа тивĕçтерсех йĕлтĕр трассине уçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕçех кунта округ, республика шайĕнче ăмăртусем пуçланĕç. Спорт аталанса пыни пире те, ветерансене, чун-чĕререн савăнтарать,-терĕ хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе хисеплĕ тренер.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика