"Паттăр" спорт шкулăн çамрăк воспитанникĕсем акватлонпа Тутарстан Республикин чемпионачĕн "Ачасен лигин" 7 этапĕн ăмăртăвне хутшăннă. Унта Алсу Кучатова, Милана Алексеева, Исмаиль Янтыков, Самира Янешева пĕрремĕш, Ева Антонова, Тимофей Иванов, Карина Ежова, Сабиль Салихов иккĕмĕш, Самира Салихова, Карим Камалдинов, Мурат Шакуров, Мария Викторова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Алсу Кучатовăпа Ева Антонова пĕрлех аслă çулхисен пĕрремĕш разрядлă нормативне тултарнă.
Ăмăртăва çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен 450 ытла спортсмен хутшăннă.
Ку хутĕнче те çамрăксене çула тухма Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренерсем хатĕрленĕ.
Февраль 2025 |