Николай Кузьмин парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 12:09 Просмотров: 284

Первомайскинчи культура çурчĕн спорт залĕнче республикăри ял спортсменĕсем хушшинче волейболла выляссипе нумай хутчен мала тухнă, СССР çут ĕç халăх отличникне, педагог-тренера, Николай Кузьмин краеведа асра тытса волейбол турнирĕиртнĕ.

Малтанхи кун хĕрсем ăмăртнă. Кунта хуçасем çĕнтерĕве алăран яман. Туçасем иккĕмĕш, Турхансем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Иккĕмĕш кунĕнче арçынсен командисем тупăшăва тухнă. Хĕрỹ тупăшусенче "Патăрьел ентешлĕхĕ" обществăлла юхăм членĕсем çĕнтерỹçĕсем пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сителсемпе хуçасем пайланă.

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика