Пăлапуç Пашьел пики Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2024, 16:11 Просмотров: 179

 ÇАК кунсенче Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе 14-мĕш хут "Раççей чăваш пики" конкурс иртнĕ. Кăçал унта 16 пике хутшăннă. Тĕп титулшăн Чăваш Енри тĕрлĕ округри, Тутар Республикинчи, Ульяновск, Пенза, Тюмень облаçĕсенчи чиперккесем тупăшнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне вара Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Бахитова хỹтĕленĕ. Настя - вĕренỹ отличници, тĕрлĕ олимпиада, конкурс, фестиваль çĕнтерỹçи, ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки, обществăлла ĕçсен хастарĕ, пултаруллă волонтер... Вăл чăн-чăнах маттур та сăпайлă, сăнпа та, чунпа та илемлĕ пике. Конкурсра вăл пур енĕпе те хăйне лайăх енчен кăтартнă. Тĕп титула çĕнсе илеймен пулин те, Анастасийăна илем конкурсне хутшăнса Патăрьелсемшĕн ырă йĕр хăварнăшăн чун-чĕререн саламлатпăр, шкултан лайăх çитĕнỹпе вĕренсе тухса анлă çул çине тăма такăр çул сунатпăр.

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика