КУ ТАРАНЧЧЕН хĕл хăйĕн кăралăхне кăтартсах каймарĕ-ха. Çавăнпа та пăр сийĕ те хулăнах шăнман. Çак хăрушлăх чăн малтанах пулăçсене пырса тивет. Вĕсен кỹлĕсенче пăр шăтарса кĕпĕрленсе, ушкăнпа лармалла мар, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнчи гражданла хỹтĕлев, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин Патăрьелĕнчи плотинара юсав ĕçĕсем пынă пирки шыв шайĕ чакнине, çавăнпа та пулăçсен çак кỹлĕре пушшех асăрхануллă пулмаллине пĕлтерчĕ.
Февраль 2025 |