ШКУЛТА вĕренекенсемшĕн хĕллехи каникул пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çак вăхăтра ачасемшĕн, аслисемшĕн те пушă вăхăтне усăллă ирттерме Патăрьел муниципалитет округĕнче майсем çителĕклĕ. Чăн малтанах хăйсене физкультурăпа тата спортпа пиçĕхтерекенсем "Паттăр" ФСКан спорт, тренажер залĕсенче, бассейнра хул-çурăмне тĕреклетĕç, тĕрлĕрен йăлана кĕнĕ турнирсенче ăмăртĕç.
Кĕçĕн Арапуçĕнчи çутăсемлĕ йĕлтĕр йĕрĕ те ватти-вĕттине йышăнма хатĕр. Каникулсенче унта çемьепе те, ушкăнпа та йĕлтĕрпе ярăнма, вăрман сывлăшĕпе киленме килеççĕ. Унсăр пуçне çак кунсенчех хоккейла выляма кăмăллакансем черетлĕ сезона та уçма пултараççĕ. Сăмах май каласан, Кăçал та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ çулхи пекех сакăр хоккей коробки спортсменсене йышăнĕ
Февраль 2025 |