Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче депутатсен Пухăвĕн 34-мĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕн пулăшуçи Юлия Ядрова, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.
Депутатсен Пухăвĕн кăçалхи юлашки ларăвĕнче сỹтсе явма кĕртнĕ 12 ыйтуран чи пĕлтерĕшли - Патăрьел муниципалитет округĕн 2025 тата планпа пăхнă 2026, 2027 çулсенчи бюджетне йышăнни пулчĕ. Унпа администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче малашнехи виçĕ çулта та бюджет политики муниципалитет округĕн инфратытăмне, кашни сферăна туллин аталантарас, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес, пуçару бюджечĕпе тухăçлă усă курас тĕллевпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех Светлана Алексеевна депутатсен Пухăвĕн "Патăрьел муниципалитет округĕн 2024 çул тата планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсенчи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртессипе те паллаштарчĕ.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен сектор заведующийĕ Алевтина Медведева Чăваш Республикинчи Патăрьел муниципалитет округĕнчи муниципаллă пурлăха 2024 çулта приватизацилемелли планпа, 2025-2026 çулсенче муниципаллă пурлăха приватизацилемелли тĕп енсем, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан пурлăха 2025 çулта приватизацилемелли прогноз планĕ тата 2026-2027 çулсенче приватизацилемелли тĕп енсем, муниципалитет пурлăхне шута илмелли Положение çирĕплетесси, муниципалитет округĕн администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсен пай начальникĕ Наталия Каргина муниципалитет округĕн Уставне улшăнусем кĕртесси пирки тухса каларĕç.
Ларура Патăрьел мунициалитет округĕн территорине хăтлăх кĕртмелли йышăнăва улшăнусем кĕртес, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тỹлемелли укçа калăпăшĕ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин ĕçне йĕркелессипе çыхăннă улшăнусене те пăхса тухрĕç. Вĕсемпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-строительство, çул-йĕр тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов тата администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина паллаштарчĕç.
Кашни ыйтупах депутатсем тивĕçлĕ йышăну турĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Февраль 2025 |