Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2024 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче кăларнă 695-рг хушăвĕпе килĕшỹллĕн финанс пĕлỹлĕхне сарас тĕлĕшпе республикăри чи лайăх ĕçлекен виçĕ вĕрентỹ учрежденине Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне пама йышăннă. Вĕсене 200-шер пин тенкĕ парса хавхалантарĕç. Палăртма кăмăллă, малтисен йышне Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕ (ертỹçи А.Горшкова) те кĕнĕ. Халĕ çак укçана "Финанс ыйтăвĕ ачаранах" проекта пурнăçа кĕртме усă курĕç.
Февраль 2025 |