Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Пысăк залĕнче легаллă мар ĕçлессине хирĕçлес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тỹлес ыйтупа ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова ертсе пынă. Мероприятие çавăн пекех патшалăхăн пĕрремĕш налук инспекцийĕн НДФЛ тата СВ камераллă тĕрĕслев пайĕн инспекторĕ Илюза Садертдинова хутшăннă.
Ларăва вăтам шалуран тата отрасльти вăтам кăтартуран сахалтарах ĕç укçи панă ял хуçалăх отраслĕнчи 13 предприятипе тулли мар яваплă предприятие, кооператива чĕннĕ. Шел пулин те, тăваттăшĕ кăна килнĕ.
Шалу мĕншĕн пĕчĕкреххин сăлтавĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен представителĕсем ăнлантарса панă тăрăх, вăй хуракансем тулли ставкăпа - чылайăшĕнче çурри е чĕрĕк çеç - вăй хуманнипе, сезон вăхăтĕнче тăрăшакансемпе усă курнипе çыхăннă иккен.
Ларăва чĕннисенчен нумайăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хуçалăхăн пурлăх никĕсне çирĕплетнĕ. Вĕсен бизнес-планпа килĕшỹллĕн ĕç укçипе тивĕçтермелле. Çитес çул татах грант илес кăмăллисем пулаççĕ, программăна кĕрес тесен кăçалхи шалăва тĕпе хума тивет. Ыйтăва мĕнле татса парасси шăпах вăй хуракансене мĕн чухлĕ тỹленипе çыхăннă.
Округра ĕç укçи ыйтăвĕ яланах тимлĕхре. Муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ку темăна манăçа кăларма памасть. Ларура та ял хуçалăх предприятийĕсен представителĕсене налук тата ĕç законодательствине пăхăнса вăй хумаллине палăртса хăварнă.
Ольга ПАВЛОВА
Февраль 2025 |