Пирĕн çĕршывра, республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене, унта пуç хунă паттăрсен çемйисене, аманнисене, вĕсен çывăх çыннисене социаллă пулăшу парас тĕллевпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра округри Общество палатин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтусене хускатрĕç, вырăнта çак ĕçсене мĕнле йĕркелесе пынипе паллашрĕç.
Ларăва Общество палатин председателĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата обществăлла тĕрĕслев ыйтăвĕпе тимлекен çумĕ Николай Ларионов ертсе пычĕ.
Çỹлерех асăннă ыйтусемпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçе мĕнлерех йĕркелесе пынă пирки Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьелĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕн васкавлă тивĕçтерỹ уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Шакаева, "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьел округĕнчи социаллă координаторĕ Алена Петрова, социаллă контракт ыйтăвĕпе тимлекен компетенци уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Наталия Никитина паллаштарчĕç, ку тĕлĕшпе кашни салтак, унăн çемйи, вĕсен ачисем шутра, тимлĕхре пулнине, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шайра кăларнă хушусене çирĕп пăхăнса пынине каларĕç.
Çавăн пекех ларăва хутшăннисем "Çĕнтерỹрен Çĕнтерĕве ("От Победы к Победе") обществăлла юхăма кĕрес тата ытти хăш-пĕр ыйтăва та сỹтсе яврĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Февраль 2025 |