Тĕнчере çĕр тĕрлĕ професси, çĕр тĕрлĕ ăста. Кашнийĕ хăй патне мĕнпе те пулин илĕртет. Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче уçăлнă курав пирки те çавнах калас килет. Ку хутĕнче унта кỹршĕллĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи Александр Семеновăн ăсталăхĕпе паллашма пулать. Александр Анатольевич курава хăйĕн коллекцийĕнчи тĕлĕнмелле 450 тĕрлĕ ракушкăпа коралл тăратнă. Халиччен унпа хăйĕн ăсталăх керменĕнче çеç паллашма май пулнă. Мĕн кăна çук куравра: кăмпа евĕр ỹснĕ ракушка та, чечек те, чĕрĕп те...Кашнийĕшĕ вĕсене тинĕс хĕррине кайса кураймасть-çке.
"Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка пĕтĕмлетсе пынă май йĕркеленĕ тесен те йăнăш пулмĕ çак курава. Эпир курман тĕлĕнтермĕш сахал мар çĕр çинче",- терĕ экспонатсемпе паллашнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
Куравпа малтанах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн виççĕмĕш класĕнче вĕренекенсем паллашрĕç. Вĕсем кашни ракушкăпа интересленчĕç. Экспонатсенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Хура тинĕс хĕрринчи акшар чулĕнчен ăсталанăскерсем йышлă унта. Коллекцире кỹлепесем, вазăсем, савăт-сапа та пур.
Раççейри тата Чăваш Енри учительсен конкурсĕнче çĕнтернĕ, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ ăстаçă малтан вырăнта рисовани учителĕ пулса ĕçленĕ. Кайран 10 çул "Орленок" лагерьте педагогра вăй хунă. Çуралнă кĕтесре ăсталăх керменĕ çĕклесси çамрăк чухнехи ĕмĕчĕ пулнă. Халĕ çав ыйтупа ĕçлет. Малашлăхра унта мал ĕмĕтлĕ ачасемпе мастер-классем ирттерме ĕмĕтленет. Пушă вăхăтра карап макечĕсене, сĕтел-пукан ăсталать.
Куравпа малалла ачасен ăсталăх çуртĕнче паллашма пулать.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Февраль 2025 |