Муниципалитет округĕнчи шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен педагогсем Тутарстан Республикинчи Пăва хулинчи "АБВГДЕЙКА" ача садĕнче регионсем хушшинчи семинарта пулнă. Унта истори наукисен кандидачĕ, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсене пĕлỹ паракан тĕнчери педагогика академийĕн проректорĕ Ирина Комарова тухса калаçнă. Вăл педагогсен професси ĕçĕнчи малашлăхне, çемьепе тачă çыхăнура пулмаллине, вăйăсем кĕртмеллине палăртнă.
Вырăнти ача садĕнчи педагогсем ĕçре усă куракан вăйăсемпе, сывлăха упракан технологисемпе, мини музейпа, дизайнер студийĕпе, çитĕнекен ăру робот техникипе кăсăкланнипе паллаштарнă.
Пирĕн муниципалитет округĕнчи "Сказка" ача садĕнче ĕçлекен Елена Плотниковăпа Татьяна Краснова шкул çулне çитмен ачасен аталанăвĕнчи ку чухнехи мультимедийлă презентацисем кăтартнă, "Василек" ача садĕнчи Евгения Ежовăпа Ольга Саламатова аслă ушкăнри ачасен аталанăвĕнче усă куракан мультстудипе паллаштарнă.
Семинара хутшăннисем çĕнĕлĕхсене малашне кулленхи ĕçре усă курма пулнине палăртнă.
Альбина ИЛЬИНА
Март 2026 |
