Олег Бахмисов Аслă Чементи вăтам шкулта кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен ĕçлеме пуçларĕ. Хăрушсăрлăх никĕсĕпе çĕршыв хỹтĕлевĕ (ОБЗР) тата информатика предмечĕсене ертсе пынисĕр пуçне вăл директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советник тивĕçĕсене пурнăçлать. Олег Александрович ачасен пултарулăхне, тавракурăмне аталантарма тăрăшать, çитĕнекен ăрăва яланах пулăшма хатĕр. Шкул ачисемпе вĕрентекен çав тери нумай ĕç туса ирттерет. Уйрăмах патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать çамрăк специалист. Нумаях пулмасть 10 класра вĕренекенсен 5 кунлăх çар вĕренĕвне хастар хутшăннăшăн Тав хутне тивĕçрĕ.
Олег Бахмисов Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкултан 2016 çулта "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Унтан Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи физикăпа математика тата технологи факультетĕнче пĕлỹ пухнă. 2021 çулта каччă çар ретне тăнă, çур çултан Костромари сывлăш çар десанчĕн 331 полкĕнче контракт çырнă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах, ытти салтаксемпе пĕрле, Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тăнă. Чăвашсем чылай пулнă унăн ротинче: хамăр муниципалитет округĕнчен Н.Сымов, В.Иванов, А.Башмаков тата ыттисем те. Юлташĕсем аманнă, вилнĕ пирки каласан, каччăн сасси чĕтренсе тухать. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Суворов медальне парса чыс тунă. Контракт вăхăчĕ вĕçленсен вăл киле таврăнать. Сăпайлă каччă хăй çинчен питех каласа пама юратмасть. Олег Александрович шкулта "Паттăрлăх" урокĕсем ирттерчĕ. Ятарлă çар операцийĕн пĕлтерĕшĕ, фронтри пурнăç çинчен каласа пачĕ. "Малтанхисен юхăмĕ" хастарĕсемпе пĕрле Шăхачра пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Феоктист Васильева (ỹкерчĕкре) уяв ячĕпе саламлама хутшăнчĕ.
Икĕ ветеранăн аса илсе калаçмалли сахал мар. Феоктист Александрович 99 çулта пулсан та ăслă-тăнлă сăмахланинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç ачасем. Ăна çирĕп сывлăх сунчĕç. Ветеран хăй патне çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн савăннине пытармарĕ.
Эпир, Аслă Чементи вăтам шкулта вĕрентекенсем, пирĕн хушăмăрта çакăн пек хăюллă, маттур та пултаруллă учитель ĕçленĕшĕн савăнатпăр. СВО ветеранне малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Надежда КОШЕЛЕВА
Февраль 2025 |