Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 7б класра вĕренекенсем Г.Кеметова класс ертỹçипе пĕрле "Паттăрлăх" урокĕ ирттернĕ. Унта çитĕнекен ăру аслă ăрурисемпе хальхи çамрăк çĕршыв хỹтĕлевçисен паттăрлăхĕ çинчен калаçнă. Йывăр вăхăтра алла хĕç-пăшал тытакансене асра тытмаллах пирĕн. Çĕршыв хỹтĕлевçисемпе мухтанмаллах. Вĕсен паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрăва та чăн-чăн патриотсем пулса ỹсме хавхалантарать.
Вĕренекенсем аслă çар çыннисене ятран аса илнĕ. Çĕршыв историне çырăнса юлнисен паттăрлăхне каласа кăтартнă. Ырă ĕç тума кирек хăçан та пуçăнма май пуррине палăртнă. Обществăшăн юрăхлă çын пулса çитĕнмеллине мала хума пулнă. Лайăххи патне туртăнни, ыттисене пулăшма тăрăшни, тĕслĕхлĕ пулни, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарни, кăтартуллă çитĕнни, тăрăшса вĕренни хăйех курăмлă. Çакнашкал çын паттăрлăх кăтартма пултарать те. Çавăн пек пĕтĕмлетỹ патне тухнă та ачасем.
Альбина КАПИТОНОВА
Февраль 2026 |
