Халăх вăйĕпе – часовня

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2024, 16:26 Просмотров: 279

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов пуçарса тата ертсе пынипе кăçал пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайнă çывăх тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăнта - масар çинче - сахал мар ĕç пурнăçларĕç. Ял-йыш, инçетри ентешсен пулăшăвĕ вара çак ĕçсене тума хавхалантарса пычĕ

 Çĕнĕ çула кĕриччен Каншелсем пĕрлехи вăйпа часовня çине Павел тата Петр апостолсен ячĕллĕ икона вырнаçтарса хучĕç.

- Мĕн ĕлĕкех Каншелсемпе Атăксем Павелпа Петр çветтуйсен кунĕнче Ял уявне ирттернĕ. Çавăнпа та часовня та вĕсен ячĕпе пулни вырăнлă тесе шутлатăп ,- терĕ Каншел ялĕн хисеплĕ çынни Николай Хураськин хăйĕн сĕнĕвне пĕлтерсе.

 Апостолсен иконне Андрей Иванов туянса, Илья Иванов ăна Шупашкартан илсе килсе панă хыççăн А. Хураськинпа И. Иванов типтерлĕн вырнаçтарса хучĕç, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей кĕлĕ ирттерчĕ.

Наталья ИЛЬМЕТОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика