СОЦИАЛЛĂ тетелти хăш-пĕр хыпар пурне те асăрханма ыйтать. Темиçе кун каялла çеç ял ушкăнĕсенче Патăрьелĕнчи икĕ урамра тилĕсем ирĕккĕнех чупса çỹренине çырчĕç. Çак кунсенче вара Туçа территори пайĕнчи Вăтаел ялĕнчи пĕр урамра лавккана каякан хĕрарăма тăр кăнтăрлах тилĕ тапăнни пурне те сехĕрлентерчĕ. Юрать-ха, çав вăхăтра ăна пĕр арçын пулăшнă, çуйхашнипе чупса тухса тилле пуртăпа çапса вĕлернĕ.
Вырăнти çынсем пăтăрмах пирки çийĕнчех васкавлă пулăшу службине пĕлтернĕ, хĕрарăма больницăна илсе кайнă, тилĕ виллине Шупашкарти ветлабораторие ăсатнă. Кунти специалистсем вара тискер чĕр чунăн урнă чир (бешенство) паллине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ вируса малалла сарăлма парас мар тĕллевпе указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн Вăтаелĕнче декабрĕн 25-мĕшĕнчен карантин пуçланнă. Вăл уйрăм хушу алă пусичченех вăйра пулĕ.
Халĕ кунта ветеринари специалисчĕсем çак амака пĕтерме мерăсем йышăнаççĕ.
Август 2026 |
