ЮЛАШКИ çулсенче Алманчăра пушарта çын вилнĕ тĕслĕх пĕрре мар пулчĕ. Акă, каллех çакнашкал тепĕр усал хыпар. Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, декабрĕн 23-мĕшĕнче çур çĕр çитеспе Мышовсен хуçалăхĕнче пушар алхасма пикеннĕ. Çак çуртра пурăнакан икĕ арçынран пĕри (46 çулта пулнă) вут-кăвар инкекĕнчен хăтăлайман. Пушарăн сăлтавĕ - пỹртрех чикарккă мăкăрлантарни.
Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 60 пушара шута илнĕ. Вут-кăвар алхаснипе çыхăннă инкек иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 20 процент ỹснĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
