Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Пысăк залĕнче анлă лару иртрĕ. Унăн ĕçне мĕн пур харпăрлăх формиллĕ организаци-предприяти ертỹçисем, администрацин структура подразделенийĕсен руководителĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç. Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.
Анлă ларăвăн тĕп ыйтăвĕ - 2024 çулта муниципалитет округне малалла аталантарас, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем тата çак тĕллевпе 2025 çулта пурнăçлама палăртнă плансем. Унпа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр тата тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов паллаштарчĕ.
2024 çул ырă пулăмсемпе çырăнса юлĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулталăк тăршшĕпе федераци, республика программисемпе наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес, Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе сахал мар ĕçленĕ. Ку тĕлĕшпе кашни сферăрах кăтартусем курăмлă. Акă "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Ишлĕре ача сачĕн çуртне реконструкци туса пуçламăш шкул-сад спортзал çĕкленĕ. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта та юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Тури Чакăра çĕнĕ клуб хăпартнă, Пăлапуç Нурăсра тата Анат Чакăра культура çурчĕсене тĕпрен юсанă. Шăнкăртамра, Нăрваш-Шăхалĕнче, Туçара тата Çĕнĕ Ахпỹртре врач амбулаторийĕсем пациентсене йышăнма хатĕр. Тĕп больницăра нервпа юн тымарĕсен сиплекен, районсем хушшинчи патологанатоми уйрăмĕсем уçăлни, кунти территорие хăтлăх кĕртни те халăхшăн ырă пулăм.
Юлашки çулсенче вăй илсе пыракан пуçарулăх меслечĕпе çеç территори пайĕсенче 31 объекта хута янă, Патăрьелсем хăйсем умне лартнă мĕн пур ыйтăва пурнăçланă. 2025 çулта çак тĕллевпе тата ытларах - 44 проекта (70 миллион тенкĕлĕх) - халăх пурнăçне хăтлăлатма яма палăртнă. Равиль Фарахутдинович хăйĕнсăмахĕнче палăртнă тăрăх, çитес çул та кăçалхи пекех проектсен ытларах пайĕ (25-шĕ) ялсенчи çулсене тирпейлес, асфальт сарас ыйтупа çыхăнĕ.
- 2024 çул строительство площадкисем ăнăçлă ĕçленĕ çулталăк пулчĕ. Палăртнă объектсене пурне те хута янă. Кăçалхи плансем те пысăк. Çĕнĕ çулта халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа, тăрăшулăхпа палăртнисенчен ытларах та тума шутлатпăр,- терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те пĕрлехи ĕçшĕн тав туса. Сăмах май каласан, 2025 çулта Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне тата Турхан вăтам шкулне тĕпрен юсама, Татмăшра клуб, Турханта тата Ыхра Çырминче врач амбулаторийĕсем, Кивĕ Катекре ФАП, Шăнкăртамра ФОК тума палăртнă. "Батыревский" индустри паркĕхута кайĕ тата ытти те.
Ултавçăсен серепине çакланар маар
Юлашки çулсенче мошенниксем дистанциллĕ мелпе техника прогресĕн хатĕрĕсемпе усă курса çынсене шар кăтартакан тĕслĕх нумайлансах пырать.
Ултавçăсенчен ытларах банк карттисен хуçисем, унпа усă куракансем мăшкăл кураççĕ. Вĕсен серепине çакланас мар тесен мĕн тумалла-ха? Çак тата унпа çыхăннă ыйтусем тавра калаçăва çивĕчлетрĕ те РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Андреев. Кăçалхи вунпĕр уйăхра çеç полици сотрудникĕсем пăхса тăракан Патăрьел тата Шăмăршă тăрăхĕсенче мошенниксем çынсенчен 12 миллиона яхăн укçа-тенкĕне хăйсен тунă! Çакăн йышши преступленисен шучĕ 10,7 процент ỹснĕ. Граждансен тăкакĕн 6,7 процентне çеç саплашмарма пултарнă. Çавăнпа та полици начальникĕ çак преступлени пирки территори пайĕсенче тата ытларах ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине, йĕрке хуралçисен те, банк ĕçченĕсен те ку тĕлĕшпе тимлĕрех тăрăшмаллине палăртрĕ. Иккĕленчĕклĕ çыхăнусем пирки çийĕнчех округри полици пайне шăнкăравласа пĕлтермелле.
Уявсем тĕрлĕ мероприятипе илĕртĕç
Анлă ларура çавăн пекех Патăрьелĕнче Çĕнĕ çула организаци-предприяти коллективĕсем, уйрăм предпринимательсем, магазинсен хуçисем тата ыттисем те уяв сĕмне пуянлатас тĕллевпе мĕнле хатĕрленнипе Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев паллаштарчĕ. Çак ыйтупа тăрăшса ĕçленисене те палăртса хăварчĕ. Анчах та хăшĕ-пĕри ытти çулти пекех çак ыйтăва çиелтен çеç пурнăçланă. Ячĕшĕн, йăлтăр-ялтăр çутă çакса янă та ĕçне пĕтернĕ...
Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем - пуриншĕн те çутă уяв, праçник. Кану кунĕсенче муниципалитет округĕнче çамрăксем, аслисем валли те культура, спорт мероприятийĕсем çителĕклĕ йĕркелĕç. Раштавăн 23-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕччен 300 ытла культура мероприятине ирттерме палăртнă. Уяв программисенче 6 пин ытла çын савăнĕ. Унсăр пуçне спорт лапамĕсем, йĕлтĕр йĕрĕсемпе хоккей площадкисем, спорт залсем те тулли хăватпа ĕçлĕç. Вĕсем пирки Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова тата Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев паллаштарчĕç
. Асăрханулăх кирлех
Уявсем вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалли пирки Патăрьел округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков асăрхаттарчĕ. "Халăх каннă вăхăтра вут-кăвар тухас хăрушлăх икĕ хут ỹсет, çавăн пекех пушарта çынсен пурнăçĕ татăласси те. Тимлĕ пулăр, асăрханулăха ан çухатăр"-терĕ Андрей Валентинович.
Альбина ЕГОРОВА
Февраль 2025 |