Акă черетлĕ çулпа сыв пуллашатпăр: тепĕр тăватă кунтан 2024 çул истори тапхăрне куçать... Вăхăтăн хăйĕн чуппи мар-и - этемĕн ăна тытса чармашкăн хевте çитес çук.
Ытти çулхисенчи пекех кăçал та тăван хаçатăмăра пуянлатма Аслă Чементи Надежда Кошелева, Сителти Ирина Лякова, Патăрьелĕнчи Талгать Шакуров, Николай Ларионов, Алена Горшкова, Андрей Тукмаков, Мая Салампи, Нина Мазякова, Петр Ефимов, Шăнкăртамри Гелсирень Абейдуллова, Фирия Хафизова, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Николай Краснов, Мускаври Альбина Плечова, Çĕнĕ Ахпỹртри Николай Чумерин, Çĕньялти Надежда Квасова, Мария Мадюкова, Чăваш Ишекĕнчи Светлана Кулакова, Первомайскинчи Яков Степанов, Анат Туçари Надежда Зайцева, Алманчăри Петр Киргизов, Тăрăнти Василий Петров, Упамсари Елена Сымова, Тутар Сăкăтĕнчи Гелия Начаева тата ыттисем те пулăшса пычĕç. Вĕсем общество шухăш-кăмăлне, çынсен ĕмĕт-тĕллевне, хăйсем патĕнче пулса иртекен мероприятисене асра юлмалла çутатма тăрăшрĕç, кирлĕ сĕнỹсем пачĕç. Малашне те хастарлăх ан чактăрах пирĕнпе çыхăну тытакансен.
Çĕршыв, республика, муниципалитет округĕ тытса пыракан çул-йĕрпе вулакансене паллаштарас, çĕнĕ хыпарсене халăх патне илсе çитерес тĕлĕшпе хаçата почта ĕçченĕсем те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Информацие вăхăтра вырăна илсе çитересси вĕсен яваплăхĕнчен те, çаврăнăçулăхĕнчен те килет-çке.
Хаклă тусăмăрсем, юратнă вулаканăмăрсем! Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламлатпăр! Тавах пирĕнпе çыхăнура пулнăшăн. Сывă та таса çỹрĕр, телейлĕ пулăр, юратупа пурăнăр, "Авангардпа" юлăр, ырă хыпарпа савăнтарăр!
"Авангард" хаçат редакцийĕ
Февраль 2025 |