Чи хакли пурнăçра - кил ăшши

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2024, 11:31 Просмотров: 329

 Патăрьелĕнчи Çырăнтару керменĕнче мăшăрпа килĕшỹре 55, 50 çул пурăнакан çемьесене чысларĕç.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Анисия Александровнăпа Леонтий Иванович Александровсем изумруд туйне паллă тунă. Вĕсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ỹснĕ. Ачаранах пĕр-пĕрне палланă. 5 çулта чухне Леонтий лавккара суту-илỹре ĕçлекен асламăшĕ патне пынă Анисия мăнукне курнă. Ỹссе пынăçем унпа тĕл пулма пуçланă. Кайран пĕрлешсе çемье çавăрнă.

Улатăрти вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан Леонтий Иванович пурнăçне Пăла лесничествинче ĕçлесе ирттернĕ. Малтан мастер, каярахпа лесничий пулăшуçи пулнă. Сахал мар чыса тивĕçнĕ. "Вăрман хуралĕнче тăрăшуллă тата пĕр кăлтăксăр ĕçленĕшĕн" паллăсене илнĕ.

 Анисия Александровна Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче техник-осеменатора вĕренсе тухсан 40 çул ытла тăван хуçалăхĕнче хăйĕн специальноçĕпе тата ветврач пулса ĕçленĕ. "Районти чи лайăх техник-осеменатор" ята тивĕçнĕ. 1976, 1978, 1981 çулсенче "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" пулнă.

Икĕ созыв ял Совечĕн депутатĕнче тăнă. Иккĕшĕн те медальсем, тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсем (РСФСР вăрман хуçалăх министерстви таранах) пур. "Юратупа шанăçлăх" медальне те тивĕçнĕ çемье.

 Александровсем 3 хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹс- тернĕ. Халĕ 12 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.

Çынсенчен уйрăмлăхĕ тата та пур-ха вĕсен. Ашшĕпе амăшĕ те, ачисемпе мăнукĕсем те юрра-ташша ăста. Тивĕçлĕ канура пулин те Леонтий Ивановичпа Анисия Александровна ялти "Пашьел" халăх фольклор ансамбльне çỹреççĕ. Куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Уявсене пуçлакансем те, ертсе пыракансем те вĕсемех. Чыслав мероприятийĕнче вара Димăпа Михаил мăнукĕ тата кинĕ юбилярсене савăк юрă парнелерĕç.

Кĕçĕн Шăнкăртамри Гульнар Мусавировнăпа Фиркат Мубарякшинович Мулюковсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Вĕсем çинчен те нумай ăшă сăмах калама пулать. Фиркат Мубарякшинович колхозник çемйинче çуралнă. Çар комиссариачĕ сĕннипе Канашри профессипе техника училищинче водителе вĕренсе тухнă. Салтака кайиччен, ун хыççăн (46 çул) "Гвардеец" колхозра çак ĕçпе ĕçленĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçнĕ. Вăл шутра Чăваш ЧАССР Аслă Канашĕн Президумĕн те пур.

Гульнара ачалăхĕ çăмăлпа иртмен. Вăл Тутар Республикин Апастово районĕнчи Буртассы ялĕнче çуралнă. 3 класра вĕреннĕ чухне амăшĕ иккĕмĕш хут качча тухнăран ача çуртĕнче çитĕннĕ. 8 класс хыççăн Мензелинск хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан Тутар Тимешĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классене вĕрентме пуçланă. Ял каччипе паллашса çемье çавăрнă.

Гульнар Мусавировна тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçĕнчен уйрăлман. Пĕтĕмĕшле стажне 45 çула çитернĕ. "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллă та пур унăн. Гульнар Мусавировнăпа Фиркат Мубарякшинович паянхи кун та кил хуçалăхне тирпейлĕ тытаççĕ. Хăйсен ырă тĕслĕхне ачисене, мăнукĕсене параççĕ. Виçĕ хĕрĕ те çемьеллĕ. Мулюковсен 7 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук çитĕнет.

 Вăтаелĕнчи Зоя Васильевнăпа Иван Макарович Шайкинсем çемьеллĕ пурнăçăн ылтăн юбилейне паллă тунă. Мăшăрлă пурнăç юратура, шанăçра, тăрăшуллă ĕçпе пĕр-пĕрне хисепленинче пулнине çирĕплетеççĕ.

Иван Макарович шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕренсе тухнă. Çар ретĕнче пулнă. "Гвардеец" колхозра ĕçленĕ. Пĕтĕм пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнă. Коллективра ăна хисепленĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн тĕрлĕ Хисеп хутне, Тав çырăвне пĕрре мар тивĕçнĕ.

Зоя Васильевна Анат Туçара çитĕннĕ. Шупашкарти педагогика училищи хыççăн 1971-2008 çулсенче Туçари "Хĕвел" ача садĕнче воспитательницăра ĕçленĕ. Ĕç ветеранĕ вăл. Тĕрлĕ грамотăна тивĕçнĕ.

Мăшăр пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсене 9 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.

Телейлĕ те çирĕп çемье пулас тесен пĕр-пĕрне итлеме тата илтме пĕлмелле, килĕшỹре пурăнмалла, хисеплемелле. Çапла шутлаççĕ юбилярсем.

Юбилярсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Пăлапуç Пашьел территори пайĕн начальникĕ Владимир Никитинпа Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Мальцева, тăванĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика