Çитĕнỹ хăй тĕллĕн килмест

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2024, 11:31 Просмотров: 307

Чăваш Республикинчи професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсенче "Хăрушсăрлăх никĕсĕ тата Çĕршыв хỹтĕлевĕ", "Пурнăç хăрушсăрлăхĕ" предметсемпе вĕрентекенсенчен "Чи лайăх преподавательне" палăртас тĕллевпе регион шайĕнче конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ пурнăç хăрушсăрлăхĕн мелĕсене палăртса вĕрентỹ тата воспитани ĕçĕнче усă курасси, педагогсен çĕнĕ технологийĕсене тата ĕç опытне пĕтĕмлетсе сарасси, вĕрентекен сумне, ăсталăхне ỹстересси, хавхалантарасси пулнă. Конкурса хутшăнакансен ĕçне икĕ номинаципе хакланă.

"Профессиллĕ вĕрентỹ организацийĕнчи класс тулашĕнчи мероприятинче пурнăç хăрушсăрлăхне йĕркелекен кăтартуллă ĕç" тупăшура республикăри вĕрентỹ министерствин Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕн Патăрьел уйрăмĕнчи Александр Сергеевич Раевский преподаватель (ỹкерчĕкре) иккĕмĕш вырăн йышăннă, Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Чăваш патшалăх культура институчĕн базинче чысланă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика