Банк ĕçченĕ мошенниксен çулне пỹлнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2024, 11:32 Просмотров: 316

 Çак кунсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Андреев Патăрьелĕнчи Перекет банкĕн хушма офисĕн ертỹçин çумне Лина Мукинăна граждансене мошенниксене пысăк сумма укçа куçарассинчен пỹлнĕшĕн Тав хучĕ парса чыс тунă, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май малашне те хăйсен ĕçĕнче тимлĕ пулма ăнăçу суннă.

Банк сотрудникĕ нумай пулмасть çамрăках мар хĕрарăмпа калаçнă хыççăн çакскер банк урлă таможня укçи тесе мошенниксене пысăк сумма укçа куçарса парасран тытса чарнă, клиент ултавçăсен аллине çакланма пултарасса туйса çийĕнчех полици сотрудникĕсене систернĕ. Кайран çакă паллă пулнă. Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан çак хĕрарăм темиçе уйăх ют çĕршыв çыннипе калаçса тăнă. Ултавçă хĕрарăма парне вырăнне автомобиль ярса панă-мĕн, ăна илес тесен мĕн тумаллине ăнлантарнă. Полици сотрудникĕсем çакă ултав схеми пулнине çирĕплетнĕ. Йĕрке хуралçисем çак ĕçе явăçман пулсан хĕрарăм социаллă сетьри "юлташне" 50 пин тенкĕ куçарса панипех ĕç-пуç вĕçленместчĕ.

Кăшт маларах вара Лина Витальевна каллех ырă ĕç тунă, 59 çулхи гражданина ултавçăсене 900 пин тенкĕ ытла укçа куçарса парасран тытса чарнă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика