Аçтаха çулталăкĕ мĕнпе асра юлчĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2024, 11:34 Просмотров: 322

Марина Кабаева, Ишлĕ территори пайĕн начальникĕ:

- Иртсе пыракан Аçтаха çулталăкĕ территори пайĕшĕн начар мар пулăмсемпе палăрса юлчĕ. Чăн малтанах Ишлĕре регион тата муниципалитет округĕн бюджечĕпе ача садне реконструкцилесе пуçламăш шкул туни пысăк пĕлтерĕшлĕ объект шутланать. Вăл ял малашлăхĕн пĕр пайĕ тесшĕн. Ăна ытларах çамрăк çемьесем кĕтнĕ. Кунта кĕçĕн класра вĕренекенсем валли хăтлă икĕ кабинет тата спортзал та пур. Шкула Ишлĕсĕр пуçне Ульяновка, Люля, Пăлапуç Нурăс ялĕсенчен те ачасем çỹрĕç. Çак çуртрах шкул çулне çитмен ачасен группи те ĕçлĕ. Вĕрентỹ объекчĕ пирĕншĕн Çĕнĕ çул умĕнхи пысăк парнех пулчĕ.

 Çулталăк тăршшĕпе халăх пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçланă ĕçсем пурте асра юлĕç. Пуçару бюджечĕпе Шетмĕ кỹллине тасатрăмăр, Ишлĕ клубĕн фасадне çĕнетрĕмĕр, Пăлапуç Нурăсĕнчи Николаев урамне тирпейлесе хăтлăлатрăмăр. 2025 çулхи тĕллевсем те пысăк. Çĕнĕ çулта Ишлĕре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка çĕнетесшĕн, пушар машинин гаражне ăшăнмалла тăвасшăн, Пăлапуç Нурăс ял стеллине вырнаçтарасшăн.

 Территори пайĕшĕн Чăваш Енри Экологи çулталăкĕ те вырăнти халăхшăн хăйне евĕр асра юлмалли çул пек паллă пулса юлчĕ. Пирĕн тăрăхра йĕркеленĕ республикăри экологи фестивалĕн кунĕнче Пăла юханшывĕн пуçламăшĕнче (Ульяновка çывăхĕнче) çăлкуçа тасатрăмăр. Халĕ вăл пирĕншĕн çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан ытти çынсемшĕн те таса та паллă, сăваплă вырăн.

 Вероника Кузнецова, Сăкăт территори пайĕн начальникĕ:

- 2024 çул маншăн чăн малтанах пĕр яваплă ĕçрен теприне куçнипе паллă пулса юлчĕ. Культура çурчĕн директорĕнчен Сăкăт территори пайĕн начальникĕ пулма шанчĕç. Çĕнĕ ĕçе кỹлĕниччен вара эпир "Сăкăт ен" фольклор ушкăнĕн хастарĕсемпе (15 çын) Мускаври ВДНХри курав-форумра хамăр енчи туй йăли-йĕркине кăтартса патăмăр. Икĕ кунĕнче те питĕ ăшшăн йышăнчĕç пире куракансем. Питĕ асра юлчĕç унти тĕл пулу саманчĕсем, ытти наци çыннисен культурипе паллашнисем...

 Территори пайĕн пуçлăхĕнче эпĕ "ешĕл-ха". Опытлисенчен вĕренсе çеç пыратăп. Яваплă должноçа ларнă-ларманах ял халăхĕпе çине-çинех урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе субботниксем йĕркелерĕмĕр. Пĕр чарăнмасăр тенĕ пек Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хỹтĕлев сеткисем çыхатпăр. Çĕнĕ çула Сăкăтсем пысăк ĕмĕт-тĕллевпе кĕреççĕ. Çитес çул пуçару бюджечĕпе Учительская тата Октябрьская урамсене çул сарасшăн.

Владимир Никитин, Пăлапуç Пашьел территори пайĕн начальникĕ:

- Çывхарса килекен Çĕлен çулталăкĕнче эпĕ территори пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пикенни 20 çул çитет. Çак тапхăрта кашни çулах ял малашлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн ырă ĕçсем тума тăрăшнă. 2024 çул та хăйне евĕр курăмлă ĕçсене пурнăçа кĕртнипе паллă пулса юлчĕ. Кăçал эпир республика программипе ял клубне шалтан та, тултан та пĕтĕмпех юсаса çĕнетрĕмĕр. Музыка оборудованийĕсем, ытти инвентарьсем те пĕтĕмпех вĕр çĕнĕ. Клуб яланах ял илемĕ шутланнă. Халĕ пушшех те илĕртỹллĕ. Малашне вăл ял халăхĕшĕн чăн-чăнах культура вучахĕ, канмалли, çамрăксен, аслисен вăхăтне усăллă ирттермелли центр пулĕ. Шанас килет, Çĕнĕ çулта çĕнĕ культура çуртĕнче сцена ăстисем çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвĕç.

Динар Козлов, Тутар Сăкăт территори пайĕн начальникĕ:

- Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕç пурне те хавхалантарать. Хальхи вăхăтра халăха пăшăрхантаракан ыйтусене патшалăх пулăшăвĕпе татса пама пултарни вара чăн малтанах ялта пурăнакан çынсен пурнăç условине хăтлăлатассипе çыхăннă. Тутар Сăкăтсемшĕн 2024 çул мĕнле ырă ĕçпе паллă пулса юлчĕ-ха? Чăн малтанах Чăваш Республикин пуçару бюджечĕн программипе Центральная урама тата ял масарĕ патне каякан урама асфальт çулпа çыхăнтарнине палăртса хăварасшăн. Кирек мĕн тесен те ялта чăн малтанах хăтлăх пултăр тесен çулсене тирпейлемелле, юсамалла. Сăмах май каласан, кашни çулах çак ыйтăва пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Çитес çул та Школьная урама пуçарулăхпах хăтлăлатма шутлатпăр. Унсăр пуçне кăçал хула хăтлăхĕн программипе тирпейленĕ "Çĕнтерỹ скверĕ" территорийĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка та çак мелпех çĕнетме палăртнă.

 Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика