Юлташĕсен асĕнчен тухмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2024, 11:38 Просмотров: 320

Туçари спорт залта Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Станислав Белкова асра тытса аллă çултан аслăрах спорт ветеранĕсем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Станислав Димитриевич спорт мастерĕ, кире пуканĕ йăтассипе темиçе хутчен ветерансем хушшинче тĕнче чемпионĕ пулнă. Ку енĕпе вăл Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ.

Турнира 4 команда хутшăннă: Елчĕк муниципалитет округĕнчи Курнавăш территори пайĕн, Канаш хулин, Шупашкарти пограничниксен пĕрлешĕвĕн тата хуçасен - Туçа территори пайĕн. Шупашкар волейболисчĕсене Станислав Димитриевичăн çывăх юлташĕ, чикĕ хĕрринче пĕрле пограничник пулса çар службинче тăнă Олег Аванский илсе килнĕ.

Турнира Патăрьелĕнчи ФСК ĕçченĕ Владимир Сеприханов йĕркелесе ертсе пынă.

Вăййа хутшăнакансене Туçа территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Мальцева, çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте саламланă.

Финалта пысăк тăрăшулăх кăтартса Шупашкартан килнĕ пограничниксен пĕрлешĕвĕн команди Курнавăшсене çĕнтерсе малти вырăна тухнă. Канашсем - виççĕмĕшĕнче.

Хастар спортсменсене тĕрлĕ номинаципе чысланă:

Андрей Ильин - "Чи лайăх вылякан",

Владимир Ильин - "Чи лайăх тапăнса вылякан" (иккĕшĕ те Шупашкартан),

Елчĕксенчен Петр Дудкин та "Чи лайăх тапăнса вылякан",

Канашран килнĕ Геннадий Евлампьев - "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ".

Спортзал хуçисен командинчен хăйĕн ăсталăхĕпе Сергей Викторов палăрнă.

Турнира хутшăннă Ростислав Евлампьева (Канаш), Олег Аванские (Шупашкар), Анатолий Кошкина (Кивĕ Ахпỹрт) çулĕпе аслăрах пулнăшăн палăртнă.

Ăсталăхпа палăрнă спортсменсем Станислав Белковăн çемйи ятĕнчен хаклă парнесене тивĕçнĕ.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика