Ветерансене - юбилей медалĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:43 Просмотров: 480

Патăрьел муниципалитет округĕнче паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ ветеранĕ çеç сывă: Шăнкăртамри Нурулла Велиуллович Резяпов тата Шăхачри Феоктист Александрович Васильев.

Январĕн 29-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вĕсене "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа - 80 çул" юбилей медальне парса саламларĕ. Мĕн пурĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал наградăна вăрçă синкерлĕхĕпе çыхăннă 160 çын тивĕçет.

Фронтовиксем иккĕшĕ те 12 çултах алла пăшал тытса нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçма тăнă. Аслă вăрçă хыççăн çемье çавăрнă, тĕрлĕ должноçра тăрăшса ырă тĕслĕх кăтартнă, общество пурнăçне те хастар хутшăннă.

Нумай пулмасть Нурулла Велиуллович 100 çул тултарчĕ, хальхи вăхăтра ăс-тăнпах пурăнать, çамрăксене синкерлĕ вăхăтсем пирки те каласа парать. Феоктист Александрович вара 99 çулта. Вăл кил-тĕрешре те хăйне валли ĕç тупать, пушă вăхăтра хаçат-журнал вулать, ял пурнăçне те хастар хутшăнать...

- Ветерансен вăрçăри паттăрлăхĕ, вĕсен ырми-канми ĕçĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Сирĕн умăрта эпир çĕре çити пуç таятпăр, малашне те пире савăнтарса пурăнма сывлăх сунатпăр,-терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов фронтовиксене чун-чĕререн саламланă май.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика