Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3б класри кадетсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Ачасем вĕсем патне саламлă çырусем çыраççĕ, ашшĕ- амăшĕпе пĕрле гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеççĕ. Çак кунсенче хỹтĕлевпе массăллă ĕçсен уйăхлăхне тата Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен çулталăкне халалласа пограничник ветерансемпе - Анатолий Быковпа, Николай Тинюковпа, Михаил Харитоновпа, Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕпе, Дизель позывнойпа çỹрекен РЭБ батальон командирĕпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Унта ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ.
Çар операцийĕн паттăрĕ малтанхи кунтанпах малти лининче неонацистсене хирĕç çапăçать. Салтак тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен паттăрлăхĕ пирки каласа пачĕ, кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ. Ăш пиллĕ тĕл пулу ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те чылайлăха асра юлĕ.
Валентина АППАКОВА, класс ертỹçи
Март 2025 |