Патăрьелĕнчи халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центрта Украинăри çар операцине контрактпа, хăй ирĕкĕпе е мобилизаци йĕркипе хутшăнакансен çемйисен паспортне тăвас ĕç малалла пырать.
Учреждени ĕçченĕсем муниципалитет округĕнчи хỹтĕлевçĕсем пурăннă территори пайĕсене çитеççĕ. Çывăх çыннисен пурнăçĕпе интересленеççĕ. Татса паман ыйтăвĕсене тишкереççĕ. Финанс лару-тăрăвне, кредит пуррипе çуккине тĕпчеççĕ. "Çак ыйтусене паспорт çине кĕртетпĕр, васкавлă татăклă йышăну тума пулăшатпăр. Учреждени май тупаймасан ыйтăва координаци центрĕн ларăвне кăларатпăр",- ăнлантарчĕ васкавлă социаллă тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Татьяна Шакаева.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
