Интернет ĕмĕрĕ пире валли чылай ырă улшăнупа пĕрлех хăш-пĕр йывăрлăх та илсе килчĕ. Хальхи вăхăтра социаллă сетьри хăрушлăхсăр çыхăну, контактсăр мелпе ултавçăсенчен асăрханасси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ.
Паян йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемшĕн те телефон мошенникĕсен çулне пỹлесси, кун пирки халăха ăнлантарасси - тĕп тĕллев. Тĕрлĕ мелпе çынсене шар кăтартакансенчен асăрханма сăлтавĕ пысăк. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем граждансене телефон мошенникĕсенчен сыхă пулмалли пирки çине-çинех сĕнỹсем параççĕ, тĕл пулса калаçаççĕ пулин те, вĕсен серепине çакланакансем çав-çавах туйăнаççĕ. Çакнашкал преступленисен шутне чакарас, çынсен ăнланулăхне ỹстерес тĕллевпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ мĕнлерех ĕçлесе пырать? 2024 çулта контактсăр мелпе банк карттисенчен укçа йăкăртакансем нумай пулнă-и? Ултавçăсен "вăлтине" ытларах камсем çакланаççĕ, мĕнле сăлтавпа улталанаççĕ?... Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатма РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕпе Андрей Алексеевич Андреев подполковникпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Андрей Алексеевич, Чăваш Енри ШĔМĕн социаллă сетьри ленти кашни кунах телефон мошенникĕсен хыпарĕпе çĕнелсе пырать. Ку тĕлĕшпе муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче те информацисем тупăнсах тăраççĕ. Çапах та калаçу пуçличчен 2024 çулта контактсăр мелпе мошенниксем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансенчен ултавпа ĕçлесе илнĕ "тупăш" пирки каласа парăр-ха?
- РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсем ултавçăсем банк карттисенчен çынсен укçи-тенкине ан вăрлаччăр тесе халăхпа тĕрлĕ майпа ĕçлеççĕ пулин те контактсăр майпа преступлени тăвакансем, çынсене пурлăх тĕлĕшĕнчен сăтăр тăвакансем йышлансах пыраççĕ. Юлашки çулсенче Интернет тата мобильлĕ çыхăну хатĕрĕ преступлени çул-йĕрĕ пулса тăчĕ.
2024 çулхи январь-декабрьте Патăрьел муниципалитет округĕнче çак мелпе тунă преступленисен шучĕ 16,7: ỹснĕ. Виçĕмçул çакнашкал 48, пĕлтĕр вара 56 факт пулнă, ултавçăсем çынсене 11 миллион та 10 пин тенкĕлĕх шар кăтартнă!
Ялсемпе илес пулсан ытларах Патăрьелĕнче пурăнакансем мошенниксен тĕрлĕрен ултав сăмахĕсене шанса укçа куçарса панă. Çулталăк тăршшĕпе çакнашкал 17 тĕслĕх пулнă. Иккĕмĕш вырăнта Шăнкăртамсем. Çак пысăк ялтан 8ăн улталаннă. Сăкăтра 5, Красномайскинче 4, Треньелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Турханта 3-шер тĕслĕх пулнă.
- Ял çыннисем ытларах мĕнле сăлтавпа мошенниксен шанăçне кĕрсе ỹкнĕ-ха? Тата мĕнле категоринчи граждансем?
- Ултавçăсен серепине çакланакансенчен чылайăшĕ интернет урлă тавар туянас тĕллевпе пысăк тăкак курнă. Банк работникĕ, тĕрлĕрен çăмăллăхсем сĕнекен специалист "ролĕнче" çынсен пуçне çавăрнă тĕслĕхсем те пур. Тем сăлтава пула хăшĕ-пĕри вĕсен шанăçне кĕрсе мошенника кирлĕ информацие пĕлтереççĕ.
Вĕсем хушшинче рабочисем те, пенсионерсем те, предпринимательсем те, тухтăрсемпе вĕрентекенсем те, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем те пур...
- Шар курнисене эпĕ никама та кỹрентересшĕн мар, паллах. Çапах та сирĕн шутпа вĕсем пĕр палламан çынна епле парăнаççĕ-ха?
- Ултавçăсем вĕсен пуçне çавăрас тесе тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ: хăратаççĕ, пăтраштараççĕ, ỹкĕте кĕртеççĕ, пĕр сăмахпа каласан - хăйсем майлă çемçетеççĕ. Мĕншĕн тесен гражданин трубкăна вăхăтра хуман, унпа калаçма хирĕçлемен. Опытлă мошенниксем çынсене психологи тĕлĕшĕнчен витĕм кỹреççĕ. Çавăнпа та палламан номерпе шăнкăравлаканпа калаçăва тỹрех татмалла.
- Андрей Алексеевич, мошенниксен ĕç схеми улшăнсах тăрать пулин те, вулакана хăш-пĕринпе палаштарса хăварăр-ха...
- Преступниксем банк, право хуралĕн сотрудникĕ, патшалăх çăмăллăхĕ кỹрекен работник тесе шăнкăравлаççĕ, сирĕн ятпа пĕрисем кредит илесшĕн пулнине пĕлтереççĕ, укçа-тенкĕне тăшмансен патшалăхне куçарса панă тесе те айăплаççĕ; сутуçăсем тỹлевсĕр сайтри пĕлтерỹпе тавар туянакансене укçине маларах куçарма е тата укçа куçарма банк карттин реквизичĕсене ыйтаççĕ, ярса панă каçăм (ссылка) урлă ĕç тума хушаççĕ те перекетри укçана касса илеççĕ; сотовăй компанинчен сим-карттăн срокне тăсас тесе улталаççĕ; компьютер вăййисем урлă ачасене мĕн те пулин туянма ыйтаççĕ; ватă çынсене вĕсен çывăх çынни аварие çакланнă, çак ыйтăва татса пама укçа кирлĕ тесе суяççĕ; çĕмĕрнĕ аккаунтсем урлă кивçен укçа куçарттараççĕ тата ытти те.
Енчен те çакнашкал ултава сиссен çийĕнчех 102 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
- Кун пек тĕслĕхсем Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче те пулма ĕлкĕрчĕç пуль-ха?
- Çапла, ку тĕлĕшпе кăçалхи январь уйăхĕнче те çакнашкал преступленисем çине-çинех пулчĕç. Полицин дежурнăй пайне тĕрлĕ сăлтавпа шăнкăравсем çитрĕç. Патăрьелĕнче пурăнакан пĕр çынна мошенниксем сан ятпа кредит илнĕ тесе шăнкăравланă. Теприне ватсаппа "Энергосбыт" тесе çырнă ятпа электросчетчике улăштарма паспортри кăтартусене ыйтнă. Пĕр арçынна вара каллех ватсаппа ФХС сотрудникĕ тесе видеопах пакунлă çынсем шăнкăравланă, ăна Украинăна укçа куçарса панă тесе айăпласран пулăшма шантарнă тата ытти те.
- Ултавăн ури саккăр, вăл çĕр çулпа çула тухать теççĕ. Чăн малтанах контактсăр майпа, интернет, телефон çăмăллăхĕпе усă курнипе йывăрлăха кĕрсе ỹкесрен çынсене мĕнле сĕнỹ панă пулăттăр?
- Преступниксем çывăрмаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ схемăпа ĕçлеççĕ. Çавăнпа та телефонпа чи çывăх та шанчăклă çынсемпе çеç калаçмалла. Палламан е пĕлмен номерлĕ ултавçăсен шăнкăравне хуравламалла мар.
- Тавах калаçушăн, Андрей Алексеевич. Сире тата полицин служба ĕçченĕсене çăмăл мар ĕçре çирĕп йĕрке, тăнăçлăх, ăнăçу сунатăп.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Март 2025 |