Алла черкке тытиччен...

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:55 Просмотров: 470

Пĕр пĕтĕмлетỹ патне тухни вырăнлă: эрех сахал тутанса пăхаканах пурнăçра тĕрĕс мар çул çине тăма пултарать. Пĕринче пĕр черкке, тепринче иккĕ... алла илме хăнăхать вăл. Алкоголика тухасси те инçе мар. Çавăнпа та уявсене хатĕрленнĕ чухне маларах канни, çителĕклĕ таран çывăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕшенни тарăхтарать, çакна хăвăрттăн ирттерсе ярас килет. Эрех ĕçни вара çемçетет. Черкке хыççăн черкке ỹпĕнтерни те пулать.

Сĕтел çине алкогольсĕр шывсем лартни вырăнлă. Уяв программине маларах тусан аван. Енчен те эрехпе усă курма палăртатăр пулсан, выçă хырăмпа ан ĕçĕр. Ытлашши çисе тултарни те килĕшỹллех мар. Пахча-çимĕçпе улма-çырла ытларах усă курсан аван. Пĕр тĕрлĕ эрехе тепринпе ан хутăштарăр. Ăна шанчăксăр сутаканран, йỹнетсе параканран ан туянăр. Этикетки паллă пултăр.

Алла тытнă кашни черккене пушатмаллине пĕлтермест. Тепĕр кун ирпе руль умне ларма та кансĕрлет çакă. Вăй-халăра кура ĕçсен те уçă сывлăшра пулма тăрăшăр. Кашни çын хăйĕн вăхăтне усăллă ирттерме пултарни паха. Хĕллехи кунсенче йĕлтĕр çине тăма пулать. Юлташсемпе тĕл пулни те вырăнлă. Концерта, спектакле кайма май тупăр тата ытти те.

Ĕçменни темиçе хут лайăхрах. Теприн пĕр черккеренех пуçланса малалла вăрах вăхăта тăсăлма пултарать ĕçесси. Ун пек чухне хăсма тăрăшмалла. Пĕр литр кăштах тăварлă лĕп шыв ĕçмелле. Юна эрех ан кайтăр тесе тăрăшмалла. Вăй-хал хутшăнмасан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Аптранă çынна тикĕс те хытă çĕре вырттармалла. Хăсăк шала ан кайтăр тесе пуçне аяк еннелле пăхтармалла. Чĕрине массаж тумалла. Сыватмашкăн больницăна çитерме тăрăшмалла.

Надежда НАДИНА, тĕп больницăри нарколог тухтăр

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика