Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн "Хастар" спорт шкулĕнче 2002-2008 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе çамрăксем, 2009 çулсенче çуралнă хĕрачасем тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем хушшинче Чăваш Республикинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Ен хулисемпе муниципалитет округĕсенчи 80 ытла спортсмен хутшăннă.
Пирĕн муниципалитет округĕн "Паттăр" спорт шкулĕн кире спорчĕн уйрăмне çỹрекен спортсменсем 8 медаль çĕнсе илнĕ. Карина Плечова, Аделина Краснова пĕрремĕш, Арсений Сулагаев, Данияр Земдиханов, Елена Манькова иккĕмĕш, Е.Сулагаева, Ксения Измайлова, Екатерина Измайлова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Карина Плечова вара спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.
Алексей Алексеевпа Виталий Глинкин тренерсен воспитанникĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнмалăх пур
Март 2025 |