Турниртан çĕнтерỹпе таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:56 Просмотров: 470

Тутарстанри Çĕпрел районĕнче темиçе хутчен Сабантуйра çĕнтернĕ паттăр, чылай çамрăк ăру кĕрешỹçисене хатĕрленĕ Максуд Хуснутдинова асра тытса "Корэш" наци кĕрешĕвĕн турнирĕ иртнĕ.

Вăл 12 çул умлă хыçлах Сабантуйсенче çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. 5 хутчен Пăвара районти ăмăртусенче, 2 хутчен Патăрьелĕнче, çавăн пекех Ульяновск облаçĕнчи Чердаклы районĕнче абсолютлă паттăр ята тивĕçнĕ.Турнира Тутарстан Республикин тĕрлĕ районĕнчен, Ульяновск облаçĕнчен, Чăваш Республикинчен 150 ытла спортсмен хутшăннă. "Паттăр" спорт шкулĕн кĕрешỹçисем çитĕнỹпе савăнтарнă. Шăнкăртамри Ильшат Купкенов 55 килограмлă виçепе пĕрремĕш, Фаяз Абитов 36, Ильсаф Янешев 45, Марсель Куликов (Тутар Сăкăт) 55 килограмлă виçепе иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çамрăксем Эльфис Мтиев тренер патĕнче кĕрешỹ мелĕсене алла илеççĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика