Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче çулленех библиотекăсенче пĕрремĕш вулавçа палăртаççĕ. Еншик вулавăш пунктĕнче вара кăçал урăхларах та хатĕрленнĕ. Унăн заведующийĕ кăмăллă кĕтменлĕхсем палăртнă: пĕрремĕш вулавçа валли парне, ыттисем валли сувенирсем - çемçе теттесем, магнетиксем, пылак çимĕç - хатĕрленĕ. Ыйтусен хуравне те илтесшĕн пулчĕ вăл. 2024 çулта вуланă чи лайăх кĕнекесене пĕлесшĕн пулчĕ.
Чи малтанах вулавăша Егор Сурнаев çитрĕ. Вăл çулталăк символне - çĕлене тивĕçрĕ. Ун хыççăн Тимофейпа Семен Красновсем килчĕç. Викторина ыйтăвĕсене хуравласа вĕсем те парнеллĕ пулчĕç. Ытти ачасем те кăмăлтан килчĕç кунта.
(Хамăр корр)
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
