91 çул - чикĕ мар

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 17:00 Просмотров: 465

 Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитет. Вăхăт малаллах шăвать. Ветерансен шучĕ чакнăçем чакать. Вăрçă ачисем те сайралаççĕ. Хăшĕсем хăйсен çулне пăхмасăрах вăхăтĕнче тỹснĕ нушана асран кăлармасăр Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парас ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсен йышĕнче Анат Тăрмăш ялĕнче пурăнакан 91 çула кайнă Елена Кузьмина та пур.

Елена Александровнăн ĕçне хисепе хурса Пĕтĕм Раççейри "Раççей шанăçĕ" хĕрарăмсен обществăлла юхăмĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Рамиля Незметдинова тата çак ялти пĕрлехи юхăм членĕ, культура çурчĕн директорĕ Людмила Мерзлова ăна Хисеп хучĕпе парне пачĕç.

"Кашни çыннăн çар операцине хутшăнакансене пулăшмашкăн майĕ пур. Шултраланнă çулсене пăхмасăрах иртнĕ икĕ çулта миçе мăшăр çăм чăлха çыхса панине те астумастăп. Çак ĕçрен пĕр çын та айккинче ан юлтăр",- тет Елена Кузьмина.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика