Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 17:05 Просмотров: 623

 Февралĕн 2-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта совет çарĕсем Сталинград хулишĕн пынă çапăçусенче нимĕç-фашисчĕсен çарĕсене çапса аркатнă.

 Февралĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1904 çулта вырăссен "Варяг" крейсерĕ тата "Кореец" çар карапĕ Сарă тинĕсри Чемульпо бухтинче Япони эскадрине хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ.

Февралĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем Венгрин тĕп хулине Будапешта ирĕке кăларнă.

Февралĕн 15-мĕшĕ. Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли кун. Çак кун 1989 çулта совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă.

Февралĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1916 çулта Николай Юденич ертсе пынă вырăс çарĕсем турккăсен Эрзерум крепоçне парăнтарнă.

Февралĕн 23-мĕшĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ. Çак кун 1918 çулта рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарне туса хунă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика