Патăрьелсем иккĕмĕш вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 17:06 Просмотров: 471

"Паттăр" спорт шкулĕн спорт залĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн отличникне Виталий Волкова асра тытса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Çулленех унта республикăри вăйлăран та вăйлă волейбол вăййине юратакансем хушăнсах пыраççĕ. Ку хутĕнче Патăрьелĕн тарават çĕрĕ 6 муниципалитет округĕнчи спортсменсене йышăннă.

Вăййа сумлă лару-тăрура уçма муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев, спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев, Виталий Ильич мăшăрĕ Любовь Станиславовна тата хĕрĕ Алина, ытти чĕннĕ хăнасем хутшăннă.

Командăсем икĕ ушкăна уйрăлнă. Çурма финала Патăрьел тата Тăвай, Çĕнĕ Шупашкар хулипе Улатăр муниципалитет округĕсен волейболисчĕсем тухнă. Йĕпреç тата Вăрнар командисем малтанхи тапхăрта тухса ỹкнĕ.

Патăрьелсем Улатăрсене 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем вара Тăвайсене 2:1 шутпа парăнтарнă. Виççĕмĕш вырăншăн выляса Улатăрсем Тăвайсене çĕнтернĕ. Патăрьелсенчен вара Çĕнĕ Шупашкарсем выляса илнĕ. Турнир çĕнтерỹçисем Çĕнĕ Шупашкарсем пулнă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Артем Андреевпа Денис Синеев, Улатăр хулинчи Кирилл Гурин, Çĕнĕ Шупашкарти Илья Смирнов лайăхран лайăх вылякансем пулни палăрнă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика