Тренер ĕçне тивĕçлипе хакланă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 17:06 Просмотров: 532

Шупашкарта фитнес-аэробикăпа республикăра мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Илĕртỹллĕ те анлă мероприяти 150 командăри 800 çамрăк спортсмена пĕрлештернĕ. Фитнес-аэробика ушкăнпа тупăшмалли спорт тĕсĕ. Вăл çулран-çул çамрăксене ытларах та ытларах явăçтарать.

 "Паттăр" спорт шкулĕн 35 воспитанникĕ чемпионата хутшăнса кашни тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Вĕсем 5 командăра - "Блестки", "Лидер", "Грация", "Огонек", "Дети Батыра" - ăмăртнă. Степ аэробикăра 14-16 çулсенчи "Дети Батыра" команда пĕрремĕш, 11-13 çулсенчи "Грация" ушкăн иккĕмĕш, "Огонек" командăпа 8-10 çулсенчи "Лидер" виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ăмăртусем çỹллĕ шайра иртнĕ. Татьяна Торговцева тренерăн тăрăшуллă ĕçĕ куç умĕнче. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Тав çырăвĕпе чысланă.

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика